Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Михаил Игнатьев "Коминтерн" ертỹçипе тĕл пулнă

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 15.09.2017, 08:36 Просмотров: 1717

Глава Чувашии Михаил Игнатьев обсудил ход уборочных работ с руководителем СХПК «Коминтерн» Альбиной НовиковойСентябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕпе, "Коминтерн" ЯХПК ертỹçипе Альбина Новиковапа тĕл пулнă, ялхуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем мĕнле пынине сỹтсе явнă. Альбина Борисовна каласа панă тăрăх, "Коминтерн" ЯХПК-н пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1343 гектарпа танлашать. Ытларикун тĕлне тыр-пула 1132 гектар лаптăкран пухса кĕртнĕ, 3259 тонна тырă тĕшĕлесе илнĕ. Тыр-пул тухăçĕ ытти çулхинчен пысăкрах - гектар пуçне 30 центнера яхăн.

Çитес çул валли кĕрхи культурăсене атнарсем 500 гектар акса хăварма планлаççĕ. Унтан 430 гектарне акнă та ĕнтĕ. Хуçалăхра вырма ĕçĕсене, çанталăк лайăх тăрсан, пĕр эрнере вĕçлеме палăртаççĕ. Михаил Игнатьев Альбина Борисовнăн пысăк ĕç опытне кура нумай çул хушши тухăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăх кăçал та япăх çанталăк условийĕсене пăхмасăр ỹстерсе илнĕ тыр-пула тăкаксăр пуçтарса илессине иккĕленменнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич кĕрхи культурăсенчен тухăç илес шанчăк пысăк пулнине, кĕрхисене ытларах аксан çуркунне çăмăлрах пулнине аса илтернĕ. Тĕлпулура калаçу выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки те пынă.

Калас пулать, "Коминтернра" выльăх-чĕрлĕхрен паха продукци илме майсем çителĕклĕ янтланă. "Сăвăм çулран-çул ỹссе пырать. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ сĕт сутса сахал мар тупăш илетпĕр. Пĕр литр сĕте 22 тенкĕпе сутатпăр. Çамрăк выльăх-чĕрлĕхе тутлăхлă апатпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Выльăх апачĕллĕх 300 гектар çинче кукуруз çитĕнтерсе илетпĕр", - пĕлтернĕ Альбина Новикова. Михаил Игнатьев выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсем çулталăкĕ-пех тупăш илнине палăртнă. Калаçу вĕçĕнче вăл Альбина Новикована хуçалăх экономикине лайăхлатмалли, аталантармалли çул-йĕре ывăнма пĕлмесĕр пĕрмай шыранăшăн, тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă.

А. ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5