ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ДРОВА колотые:
дуб, береза, липа.
Доставка.
Тел.: 8 965 687 75 57
8 908 307 01 21
(16+)
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районта "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнăранпа пилĕк çул та иртрĕ ĕнтĕ. Асăннă тапхăрта районта сывă пурнăç йĕркине тытма кăмăллакансем хушăнса пыни савăнтарать. Акă паянхи кун та "Хастар" тулли сывлăшпа сывлать. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче те вăл малтанхи кун йĕркипех ĕçлĕ, районта пурăнакансене тата хăнасене иртен пуçласа каçченех хапăл туса йышăнĕ. Çак кунсенче спорт комплексĕнче Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене халалласа тĕрлĕ ăмăртусем ирттерме палăртнă. Тренажерпа спорт залĕсем те, бассейн та ĕçлĕ, волейболпа мини-футбол вăййисем те иртĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсерен çулталăк пуçламăшĕнче спорт декади иртет. Эпир те унпа тан утма тăрăшатпăр. Январĕн 2-мĕшĕнче сĕтелçи теннисне кăмăллакансене кĕтетпĕр. Январĕн 3-мĕшĕнче шкул ачисен командисем хушшинче мини-футбол вăййисем иртĕç. Тепĕр кунне çак енĕпех çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннисен командисем тупăшĕç, ачасемпе аслисем шахмат тата шашка вăййисен турнирне хутшăнĕç. Январĕн 5-мĕшĕнче шывра ишекенсен кунĕ пулĕ, çамрăксем акватлон енĕпе вăйĕсене виçĕç. Январĕн 6-мĕшĕнче "Чавал" уçланкăри трасса çинче йĕлтĕрçĕсем тĕл пулĕç. Палăртмалла, унти йĕлтĕр трасси кунсерен хăнасене йышăнма хатĕр. "Хастар" çумĕнчи йĕлтĕр трасси те ĕçлет. Кăнтăр çутипе йĕлтĕр çине тăма вăхăт тупайманнисен таврана тĕттĕм сĕм çапсан та унта ярăнма майсем пур. Кунти трассăна çутăпа тивĕçтернĕ. Çитес вăхăтра каток та ĕçлеме пуçлĕ. Хальлĕхе çанталăк ăшă тăни чăрмав кỹрет.
Çакна та каламалла, каникул вăхăтĕнче районти 14 шкулта тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Шкулсенчи спортзалсем, йĕлтĕр трассисем ĕçлĕç. Вырăнта пурăнакансем, хĕллехи каникула канма килнисем мероприятисене хутшăнса сывлăхĕсене çирĕплетме, вăхăта усăллă ирттерме пултарĕç. Алексей НИКИТИН, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ.
Октябрь 2024 |