Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чи вăйлисене - медальсемпе парнесем, çирĕп сывлăх - пурне те

Категория: Спорт Опубликовано: 14.02.2018, 10:01 Просмотров: 790

dsc 0136Çак девизпа февралĕн 10-мĕшĕнче пирĕн районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" массăллă чупу иртрĕ. Спорт уявĕ Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта пулчĕ. Илемлĕ вырăнта йĕркеленĕ ăмăртăва йĕлтĕр спортне кăмăллакансем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, ачасенчен пуçласа аслă çулсенчисем таранах пухăнчĕç.

Илемлĕ вăрман уçланкинче спорт уявне пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, район пуçлăхĕ Александр Степанов тата райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕç, массăллă старта пухăннисене сывлăхпа пĕрлех ăнăçу сунчĕç.

Йĕлтĕрçĕсем массăллă старта 12 сехетре тухрĕç, вĕсем тĕрлĕ ỹсĕмри ушкăнсенче тупăшрĕç.

10-12 çулхи хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи Светлана Матюшкина тухрĕ, Питĕркассинчи шкулта ăс пухакан Вероника Дадюковапа Ольга Макарова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çак çулхи арçын ачасем хушшинче Богдан Яркин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) пĕрремĕш вырăна, çак шкултах вĕренекен Владимир Кондратьев иккĕмĕшне, Никита Краснов (Атнар шкулĕ) виççĕмĕшне тивĕçрĕç.

13-14 çулхи хĕрачасенчен çаксем палăрчĕç: Елена Мурайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - пĕрремĕш, Олеся Маламайкина (Çĕн Атикасси) - иккĕмĕш, Ксения Иванова (Атнар шкулĕ) - виççĕмĕш. Çак çулхи арçын ачасенчен Алексей Кузьмин (Атнар шкулĕ) финиша пĕрремĕш çитрĕ, ун хыççăн - Питĕркасси шкулĕнчи Кирилл Шачковпа (2-мĕш) Çĕн Атикасси шкулĕнчи Михаил Жуков (3-мĕш).

15-16 çулхи пикесем хушшинче Питĕркасси шкулĕнче ăс пухакан Ева Кутузована çитекен пулмарĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнчи Олеся Корчаковапа Светлана Ванюшкина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Асăннă çулхи каччăсем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнчи Мурат Ильин мала тухрĕ, Иван Чумаков (Атнар шкулĕ) - иккĕмĕш, Александр Ефремов (Çĕн Атикасси шкулĕ) - виççĕмĕш.

17-18 çулхи хĕрсенчен çаксем палăрчĕç: Анастасия Вашуркина (Çĕн Атикасси шкулĕ) - пĕрремĕш, Ольга Ухлейкина (Атнар шкулĕ) - иккĕмĕш. Çак çулхи каччăсем хушшинче мала тухнисем: Денис Ремизов (Çĕн Атикасси шкулĕ) - пĕрремĕш, Николай Михайлов (Мăн Этмен шкулĕ) - иккĕмĕш, Стас Александров (Çĕн Атикасси шкулĕ) - виççĕмĕш.

19-29 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Сĕнтĕкçырминчи Светлана Михопарова финиша пĕрремĕш çитрĕ, Вăрманкасри Роксана Хромова - иккĕмĕш, район больницинче тăрăшакан Лилия Зайцева - виççĕмĕш. Çак çулхи арçынсем хушшинче Питĕркассинчи Василий Вазин пĕрремĕш пулчĕ, Атнарти Константин Савельев - иккĕмĕш.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен райпора тăрăшакан Елена Кудряшована çитекен пулмарĕ, Альбина Макарова (Хусанушкăнь шкулĕ) - иккĕмĕш, Татьяна Мидакова ("Пилеш" ача сачĕ) - виççĕмĕш. Арçынсем хушшинчи хĕрỹ тупăшура райпора ĕçлекен Дмитрий Волков финиша пĕрремĕш çитрĕ, Олег Миронов (Яманкасси ялĕ) - иккĕмĕш, Асиф Матвеев (район больници) - виççĕмĕш.

40-49 çулхи хĕрарăмсенчен мала тухнисем: Галина Волкова (райпо) - пĕрремĕш, Алевтина Дадюкова (район администрацийĕ) - иккĕмĕш, Надежда Соколова (райпо) - виççĕмĕш. Çак çулсенчи арçынсем хушшинче Владимир Михуткин (Кỹпеш) пĕрремĕш пулчĕ, Сергей Кортунов (Хĕрлĕ Чутай) - иккĕмĕш, Владимир Мурайкин ("Нива" ЯХПК) - виççĕмĕш.

50-59 çулхи хĕрарăмсенчен Мишеркасси шкулĕнчи Римма Вазякова финиша пĕрремĕш çитрĕ, Ирина Смирнова (Çĕн Атикасси шкулĕ) - иккĕмĕш, Галина Гусельщикова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - виççĕмĕш. Çак çулсенчи арçынсенчен Владимир Элеменкин (Питĕркасси шкулĕ) пĕрремĕш пулчĕ, Иван Сатлайкин (Тури Çĕрпỹкасси шкулĕ) - иккĕмĕш, Иван Михопаров ("Нива" ЯХПК) - виççĕмĕш.

60 çулхи тата унтан аслăраххисем хушшинче темиçе çул ĕнтĕ Хĕрлĕ Чутайри Людмила Михуткинапа Хусанушкăнчи Валентин Харитонова çитекенни çук. Кăçал та вĕсем йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен маттурлăхне çирĕплетсе пачĕç, Владимир Кукушкин (Мăн Этмен шкулĕ) - иккĕмĕш, Валерий Сатлайкин (Ишеккасси) - виççĕмĕш.

Малти вырăнсене йышăннă йĕлтĕрçĕсене Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Дипломĕпе наградăларĕç, "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" тенĕ калпак пачĕç. Район администрацийĕ тăрăшнипе медальсемпе ятарлă паллăсем парса тухрăмăр. Асăннă паллăсене ăмăртусене активлă хутшăннисемпе спортра палăрнисем те тивĕçрĕç. Вĕсем хушшинче чи кĕçĕнни - "Пилеш" ача садне çỹрекен пилĕк çулхи Максим Архипов.

Çавăн пекех спорт уявĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов çак спортсменсене Тав çырăвĕ парса хавхалантарчĕ:

- Питĕркасси шкулĕнче вĕренекен Ева Кутузована (районти чи çамрăк та пултаруллă йĕлтĕрçĕне);

- Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан чи опытлă спортсмена Валентин Харитонова (нумай çул хушши çамрăк ăрăва спорт ăмăртăвĕсенче ырă тĕслĕх кăтартнăшăн);

- "Хастар" ФСК тренер-преподавательне Владимир Герасимова (çамрăк футболистсемпе республика шайĕнче мала тухнăшăн, командăна Чăваш Ен спорт чысне Атăлçи федераци округĕнче хỹтĕлеме тĕплĕ хатĕрленĕшĕн).

Çакна та каламалла, паян, февралĕн 14-мĕшĕнче, "Чавал" уçланкăра ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче пыракан спартакиадăн зонăри ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

А.НИКИТИН.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1