Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

ООО " П И Т А Н И Е" 

Красночетайского райпо требуются:

ОФИЦИАНТ, ПОВАРА, КУХОННЫЙ РАБОТНИК, КОНДИТЕР, БУФЕТЧИК

   Тел.: 2-16-91 

 


П Р О Д А Е М

3-н е д е л ь н ы х   б р о й л е р о в.

Тел. 8 996 852 44 76

 

 

 Уважаемые ветераны

Красночетайского отделения ЧР ГСВГ и ВД!

Поздравляем Вас с праздником

и приглашаем на сборы 

9 июня 2023 г. в 10 часов

у Стелы в с. Красные Четаи.

                                    Красночетайское отделение ГСВГ-ВД.

 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Шупашкарта район чысне хỹтĕлерĕмĕр

Категория: Спорт Опубликовано: 13.09.2019, 09:47 Просмотров: 1726

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче район хаçачĕн парнисемшĕн иртнĕ çăмăл атлетика эстафетинче мала тухнисем иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 7-мĕшĕнче, прессăн спорт фестивалĕн Шупашкарти тапхăрне хутшăнчĕç. "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн иртнĕ эстафетăра хĕрлĕчутайсем те тупăшрĕç.

Кĕркунне пулнине пăхмасăр хĕвеллĕ те ăшă кун "Олимпийский" стадиона сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, спорта юратакансем йышлăн пухăнчĕç. Хĕрлĕчутайсен пурĕ ултă команди пулчĕ вăл кун стадионта - район администрацийĕн, Атнар тата Хусанушкăнь шкулĕсен, ветерансен, çемьесен, район хаçачĕн командисем. Шăматкун пулнипе усă курса пĕрисем каннă хушăра теприсем район чысне хỹтĕлерĕç.

Хĕрлĕчутайсем эстафетăра хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартса пама пултарчĕç. Акă Хусанушкăнчи Валентин Харитонов, спорт ветеранĕсен командипе тупăш-нăскер, эстафетăна хутшăннисенчен чи ватти пулнă, çакăншăн парнене тивĕçнĕ.

Çемьесен командисем хушшинче старта Хĕрлĕ Чутай салинчи Кондратьевсем тухрĕç. Районти полици уйрăмĕнче тăрăшакан Эдуард Валентинович тата "Пилеш" ача садĕнче воспитательте тимлекен Татьяна Владимировна хăйсен иккĕмĕш класра вĕренекен Евгений ывăлĕпе тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче те вĕсем Шупашкара çитсе эстафетăна хутшăнма вăхăт тата кăмăл тупнă.

Район тата республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, вĕсем пурте ырă сăмаха тивĕç.

А.ОРИНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2