Хаçатпа спорт юнашар, малалла çаплах утар!

Категория: Спорт Опубликовано: 08.09.2017, 08:17 Просмотров: 1044

DSC 0099

Юнкун, сентябрĕн 6-мĕшĕнче, Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Районта кăçал-хипе саккăрмĕш хут пулнă çăмăл атлетика чупăвĕ "Пирĕн пурнăç" парнисене çĕнсе илессишĕн тата А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса иртрĕ. Çавна май кăнтăрла иртсен Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕ спортпа тата район хаçачĕпе тачă çыхăну тытакан шкул ачисемпе, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсемпе тулчĕ.

Спорт уявне пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район хаçачĕн редакцийĕн тĕп бухгалтерĕ Галина Ястребова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ăмăртусен тĕп судйи Алексей Никитин саламларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Чи малтанах туслăх чупăвĕ иртрĕ - спорт фестивальне пухăннисем пурте стадион тавра чупса çаврăнчĕç.

Старта пуринчен те малтан шкул çулне çитменнисем тăчĕç. Кăçал ку ушкăнра пурĕ виçĕ команда пулни савăнтарчĕ. Пĕрремĕш вырăна "Хĕвел" ача сачĕн команди тухрĕ, иккĕмĕшне - Шулюри "Теремок" ача сачĕн команди, виççĕмĕшне "Пилеш" ача садне çỹрекенсем йышăнчĕç.

Шел те, кăçал спорт çемйисем старта тухмарĕç. Ытти ушкăнсенчи эстафе-тăсенче вара чи вăйлисем, хăвăртраххисем çаксем пулчĕç:

- Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче малти вырăнсене кăçал икĕ тĕрлĕ пама йышăнчĕç: тĕп шкулсем тата вăтам шкулсем хушшинче. Çапла майпа 9-мĕш класс таран вĕренекенсен командисем хушшинче тĕп шкулсенчен 1-мĕш вырăна мишеркассисем йышăнчĕç, 2-мĕш вырăна туриçĕрпỹкассисем тухрĕç, 3-мĕш - хусанушкăньсем. Вăтам шкулсенчен ку ỹсĕмри ачасенчен питĕркассисем пĕрремĕш пулчĕç, çĕнатикассисем - иккĕмĕш, атнарсем - виççĕмĕш.

- Вăтам шкулсем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕн спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди тухрĕ, виççĕмĕшне - Мăн Этмен шкулĕ. - Хĕрарăмсен ушкăнĕнче тупă-шакансем яланхи пекех йышлă пулчĕç, маттур пирĕн Чутай пикисем! Финиша чи малтан Атнар ял тăрăхĕн команди çитрĕ, "Пилеш" ача сачĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, "Хĕвел" ача сачĕн команди виççĕмĕш пулчĕ.

- Кăçал стартра арçынсен икĕ команди кăна пулчĕ, пĕрремĕш вырăна райпо ĕçченĕсем тухрĕç, иккĕмĕшне - Кив Атикасси ял тăрăхĕн спортсменĕсем.

- Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисем хушшинче пантьăксем палăрчĕç, атнарсем иккĕмĕш пулчĕç, киватикассисем - виççĕмĕш. Спорт уявĕ пуçланнă чух ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пурте тенĕ пекех пурччĕ те, командăсем те ытларах пулассăн туйăнчĕ. Çук, старта ял тăрăхĕсенчи тăватă команда кăна тăчĕ. Ял тăрăхĕсен ертỹçисенчен эстафетăна Атнар тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Кузнецов тата Валерий Михуткин кăна хутшăнчĕç.

- Тĕп ушкăнра предприятисемпе организацисен командисем тупăшрĕç. Кунта райпо команди палăрчĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çамрăк педагогĕсем иккĕмĕш пулчĕç, район больницин команди - виççĕмĕш. - Спорт ветеранĕсем хушшинче районти спорт ветеранĕсен пĕрлештернĕ команди мала тухрĕ, район больницин ветеранĕсем иккĕмĕш пулчĕç. Сăмах май, Иван Игнатьев тĕп врач старта тăнă пĕртен-пĕр ертỹçĕ пулчĕ.

Çĕнтерỹçĕсем пурте райадминистраципе редакцин грамотисене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне мала тухнисене "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕ пĕр хутчен тỹлевсĕр салам е пĕлтерỹ пичетлеме ирĕк паракан купон парнелерĕ. Çак купонпа хуть те хăш вăхăтра та усă курма юрать. Спорта юратакансене пĕрлеш-терекен фестиваль пурне те савăк кăмăл парнелерĕ. Ан тив, пурте мала тухаймарĕç, чи кирли, чи пахи - пирĕн хушăра спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чылай пулни. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене те спорта юратма чĕнеççĕ. Çĕнтерỹсем вара пирĕн - малалла!

Спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне хутшăннă кашни çынна, райадминистрацинче тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче тăрăшакансене, шкул çулне çитменнисене, шкул ачисене тата вĕренỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе учителĕсене, воспитательсене, райпон, район больницин, "Хастар" ФСК ĕçченĕсене - спорта юратакансене пурне те - чун-чĕререн тав тăватпăр. Сире пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, сунатпăр, малашне те пурин те асăннă фестивале хутшăнма вăхăт тата кăмăл пуласса шанатпăр. Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн районти тапхăрĕнче палăрнисем ыран, сентябрĕн 9-мĕшĕнче, пирĕн паллă ентеше Андриян Григорьевич Николаева асăнса Шупашкарти "Энергия" стадионта иртекен иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕç. "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн иртекен 79-мĕш эстафетăна хĕрлĕчутайсем тивĕçлĕ хутшăнасса шанатпăр.

А.КАРПОВА.