ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Штанаш ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа 326 çын хутшăннă, 224-шĕ тăван килне таврăнайман. Вăрçă ветеранĕсем хальхи вăхăтра пурнăçран пурте уйрăлнă, темиçе салтак арăмĕ çеç тăрса юлнă. Ку тăрăхри чылай ветеран çĕршыва хỹтĕлесе орден-медаль илме тивĕçлĕ пулнă, вĕсенчен пĕри - Штанашра çуралса ỹснĕ Иван Филиппович Кашкиров лейтенант (1921-1998 çç.), ăна 1944 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Иван Кашкирова çар ретне 1939 çулта илнĕ, вăл финн вăрçине те хутшăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чух Иван Филиппович Киев хулинче службăра тăнă. Виçĕ уйăхран ăна кĕçĕн лейтенантсен курсне вĕренме янă, çамрăк çын связист пулса тăнă. 1942 çулта Ростов облаçĕнче вĕсен полкне çĕрле нимĕçсен десанчĕ çавăрса илнĕ, çывăракан салтаксене пурне те тенĕ пекех вĕлерсе пĕтернĕ, полк арканнă. Иван Филиппович тыткăна лекнĕ, анчах та çул çинче тарса юлма пултарнă. Совет çарĕн салтакĕсемпе тĕл пулнă хыççăн ăна пĕр вăхăт Подольск хулинчи ятарлă лагерьте тытнă, тĕрĕслевсем витĕр тухсан каллех фронта ăсатнă. Снайпер пульли лексен каччăн чылай вăхăт хушши госпитальте сипленме тивнĕ. Сывалса тухсан нимĕç фашисчĕсемпе Сталинград фронтĕнче, Шахты, Дон çинчи Ростов, Киев, Харьков хулисене, Карпат тăрăхне ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. Кенигсберг хулишĕн пынă çапăçусенче каллех йывăр аманнă. 1943 çулхи июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа мĕн вăрçă вĕçленичченех вăл дивизин çыхăну пуçлăхĕ пулнă.
1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенчи çапă-çусенче хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн унăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ялкăшма пуçланă. Вăрçă çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 40 çул çитнĕ ятпа 1985 çулта ăна Тăван Çĕршыв вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Тĕрлĕ медальпе Тав çырăвĕсем те чылай Иван Кашкировăн.
Вăрçă хыççăн Иван Кашкирова Польшăра службăра хăварнă. 1945-1946 çулсенче вăл Радзиня хулинче çамрăк салтаксене çар ĕçне вĕрентнĕ. 1945 çулхи çуллахи ăшă, илемлĕ пĕр каç 24 çулхи чăваш каччи 17 çулхи поляк хĕрĕпе паллашать, ăна юратса пăрахать. Марта Влеклик та каччăна килĕштерет. Иван Мартăна хăйне качча тухма ыйтать, хĕр хирĕçлемест. Анчах та Сталин режимĕ совет салтакне ют çĕршыв хĕрĕпе çемье çавăрма чарнă. Çамрăксем официаллă йĕркепе пĕрлешме ирĕк илеймен.
1946 çулта Иван Кашкиров юратнă хĕрĕпе куççульпе сывпуллашса тăван ялне таврăнать. Марта 1946 çулхи октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче ывăл ача çуратнă, ăна Иванăн ятне панă, Янек ят хунă. Хĕрарăм чăваш салтакне юратса ĕмĕрне ирттернĕ, урăх качча кайман, ача та çуратман.
Ян Янович Влеклик ашшĕне асра тытса çар çынни профессине суйланă, полицире ĕçленĕ. Легница хулинчи воевода пуçлăхĕ 1972 çулта Хĕрлĕ Хĕрес обществи урлă тăван ашшĕне шыраса тупнă, вĕсем пĕр-пĕринпе çыру урлă çыхăну тытма пуçланă.
Иван, паллах, Мартăна манайман. Анчах та унпа пĕрлешме май çуккине ăнлансан тем вăхăтран Туканаш хĕрне качча илнĕ, темиçе çултан унпа уйрăлнă. Унтан вара Атнар хĕрĕпе пĕрлешсе пилĕк ача ỹстернĕ. Иван Кашкиров тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, Штанаш шкулĕнче математика вĕрентнĕ, вырăнти колхозра ревизорта, завхозра, ферма заведующийĕнче, тăхăр çул лесникра тăрăшнă. 1962 çулта вăл хăй вăйĕпе Штанашра çĕвĕ, унтан атă-пушмак мастерскойĕ уçнă. Анчах та вăл вăхăтра предпринимательсене вăй илме паман, ура хуракансем тупăнсах пынă, çавăнпа та тăватă çултан ку ĕçе пăрахма тивнĕ.
Кашни çыннăн чун киленĕвĕ пур. Иван Кашкиров та районта тухса тăракан хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă. 20 çула яхăн вăл И.Алмак псевдонимпа Штанаш тăрăхĕнчи пурнăç çинчен, кунти пулăмсем, ку тăрăхри хастар çынсем çинчен сумлă материалсем çырса тăнă, вĕсем хаçат страницисенче кун çути курнă. 1981 çулта Кашкировсем Çĕмĕрле районĕнчи Дубовка ялне пурăнма куçнă. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ пулин те Иван хăйĕн пĕрремĕш юратăвне нихăçан та асран кăларман.
1991 çулхи ноябрь уйăхĕнче Иван Филиппович Николай ятлă ывăлĕпе тата кинĕпе Ираидăпа хăйĕн пĕрремĕш юратăвне курма, унăн çемйипе паллашма Польшăна кайнă. Çулсем иртсен те хитрелĕхне çухатман Мартăпа Иван-Янек 45 çултан тĕл пулнине çырса кăтартма сăмах тупаймастăп… Ытла та шелсĕр-çке шăпа тени, ытла та шелсĕр. Ĕмĕр тăршшĕпе Марта хăйĕн юратăвне аса илсе пурăннă, ĕмĕр тăршшĕпе ывăлĕн кашни хусканăвĕнче хăйĕн юратăвне курса асапланнă... Çав тĕлпулу хыççăн тăвансем кăçалхи çулччен кулленех пĕр-пĕринпе интернет урлă çыхăну тытса пурăннă.
Августăн 13-мĕшĕнче Ян Влеклик хăйĕн Магдалена хĕрĕпе тата кĕрỹшĕпе (Ян Яновичăн пурĕ виçĕ ывăлпа пĕр хĕр, мăнуксем чылай) ашшĕн çĕрĕ çине, Чăваш Енри Штанаша, курма килсе çитрĕ. Вĕсене Иван Кашкировăн Николай ывăлĕ хăйĕн мăшăрĕпе ертсе çỹрерĕç. Хăнасене Штанашри Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Магдалена Багира Влеклик Польшăн тĕп хулинче Варшавăра пурăнать. Вăл хăйне чăваш тесе шутлать, Польша халăхне чăвашсем çинчен ытларах каласа пама ĕмĕтленет, чăваш юрри-кĕвви, ташши, юмахĕсем пирки материалсем пухать, видеосем ỹкерет. Чутайсен пек чăваш кĕпи-саппунне урăх ниçта та тупаймастăн, вăл хăйне евĕрлĕ, ыттисенчен уйрăлса тăрать. Çавăнпа та хăнасем фольклор ушкăнĕн юрри-ташшине видео çине ỹкерсе илчĕç. Ян Влеклик хăй те гитара каласа Польша юррисене юрласа пачĕ.
Хама илес пулсан, эпĕ хăнасене Иван Кашкиров çинчен тĕрлĕ çĕрте кун çути курнă материалсемпе паллаштартăм, хам кăларнă темиçе кĕнеке, чăваш журналĕсене асăнмалăх парнелерĕм. Хăнасем пĕрремĕш ракетчик Иван Коннов ăсталанă палăк умĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Ку палăк çинче Кашкировсен тăванĕсен ячĕсем те пур.
Галина ЗОТОВА.
Ноябрь 2024 |