Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

ДРОВА колотые:

дуб, береза, липа.

Доставка.

Тел.: 8 965 687 75 57

8 908 307 01 21

(16+)



 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачасем чăн-чăн патриотсем пулса ỹсчĕр тесе тăрăшаççĕ

IMG 9276Атнарти вăтам шкулта паянхи кун 156 ача вĕренет. Вĕсене тарăн пĕлỹпе тивĕçтернипе пĕрлех шкулта ĕçлекенсем патриотла воспитани парас енĕпе те тимлеççĕ.

Шкул директорĕн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Алина Ивановна Канцелярова пĕлтернĕ тăрăх, ачасене патриотла воспитани парас ĕç пур класра та пурнăçланса пырать. Тăван тавралăхпа вăрçă çинчен юрăсем юрлаççĕ-и, парадсене хутшăнса стройпа утаççĕ-и, спорт мероприятийĕсемпе çамрăк армеецсен вăййисене хутшăнаççĕ-и - çакă пĕтĕмпех ачасене чăн-чăн патриотсем пулса ỹсме пулăшать.

Вĕренекенсене çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе паянхи кун ытларах Татьяна Владимировна Туйманкина çамрăк педагог тимлет. Атнар шкулĕнче 2017 çултанпа ĕçлекенскер, хальхи вăхăтра вăл 2-мĕш класран пуçласа 11-мĕшсем таран физкультура урокĕсем ирттерет.

Малтанхи çулсенче Атнар шкулĕнче çамрăк армеецсемпе Андрей Павлович Фондеркин ОБЖ учителĕ ĕçленĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан унăн ĕçне малалла Татьяна Владимировна тăснă. Çамрăк педагог шкулта çулсерен иртекен оборонăпа массăллă уйăхлăха хатĕрлесе ирттерессишĕн, ачасене "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене, Хĕрлĕ Чутай салинче çулсерен иртекен Çĕнтерỹ парадне хутшăнтарассишĕн яваплă. Хальхи вĕренỹ çулĕнчен ку ĕçе Сергей Дмитриевич Мигушкин та пысăк тимлĕх уйăрать - ОБЖ предметне ачасене халĕ вăл вĕрентет.IMG 7716

Татьяна Владимировна тăрăшнипе шкул ачисем тĕрлĕ енлĕ çитĕнỹсем тăваççĕ. Кăçал сентябрь уйăхĕнче иртнĕ прессăн спорт фестивалĕн районти тапхăрĕнче мала тухса атнарсем Шупашкарти ăмăртусене хутшăнмалли ирĕке çĕнсе илчĕç.

Уйрăм кăтартусем те пур. 2018 çулта Ольга Федорова çамрăк космонавтсен республикăри фестивалĕнче вырăнтан тăршшĕне сиксе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кăçал районта иртнĕ çамрăк армеецсен "Зарница" вăййинче Атнар шкулĕн команди пĕтĕмĕшле кăтартусемпе виççĕмĕш вырăн йышăннă, Алексей Кузьмин вара 1000 метра чупса пĕрремĕш вырăна тухнă. "Орленок" вăйăра атнарсем "Дисциплина тата йĕрке" конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă.

Атнар шкулĕн çамрăк армеецĕсем Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисенчен те аякра юлмаççĕ. Ял тăрăхĕнче иртекен Çĕнтерỹ кунне халалланă мероприятие шкулĕпех хутшăнаççĕ тесен те йăнăш мар. Ачасем - кĕçĕннисенчен пуçласа аслисем таранах - палăк умĕпе стройпа илемлĕн те хастаррăн утса иртнине курма ял çыннисем йышлăн пухăнаççĕ.

Пуçламăш классен учителĕ Людмила Николаевна Мадебейкина пĕлтĕр 4-мĕш класра вĕренекенсемпе вăрçă юррисемпе попурри хатĕрлесе шкул сцени çине кăна мар, районти "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!" гала-концерта та тухнăччĕ. Геннадий Владимирович Орлов музыка учителĕ баянпа каланăçемĕн питĕ чуна тыткăнламалла юрласа пачĕç вĕсем. Çав юрăсемпех шкул ачисем ял тăрăхĕнчи Çĕнтерỹ кунне халалланă уява та хутшăннă.

Район центрĕнче иртекен Çĕнтерỹ кунне халалланă парадра Атнар шкулĕн çамрăк армеецĕсене тăтăшах курма пулать. Икĕ çул вĕсен командирĕ пулма Иван Чумакова шаннă. Çитес çул та вăлах пулĕ. Иван халĕ 11-мĕш класра вĕренет. Спортпа туслă яш пуласлăхне çар профессийĕпе çыхăнтарма шухăш пуррине палăртать.

Районта иртекен "Вилĕмсĕр полк" акцие те Атнар шкулĕн вĕренекенĕсем тăтăшах хутшăнаççĕ - вăрçăра паттăрлăх кăтартнă çывăх çыннисене асра тытмаллине вĕсем ачаранах ăша хываççĕ.

Ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентес енĕпе ытти учительсем те кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. Акă, истори тата обществознани учителĕ Елизавета Владимировна Александрова хавхалантарнипе Екатерина Князева вĕренекен кăçал май уйăхĕнче Мускавра иртнĕ "Наша история" форума хутшăннă. Унта вăл хăй çырнă "Почему важно изучать и помнить историю России?" эссене хỹтĕленĕ.

Нумаях пулмасть вара Шупашкарта "Упрар тăван чĕлхемĕре" ятпа çамрăк ораторсен конкурсĕ иртнĕ. Унта Атнар шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Валерия Степанова та хутшăннă. Людмила Александровна Ешмейкина ертсе пынипе хĕрача конкурс валли "Тăван çĕршыв" темăпа проза шухăшлавне хатĕрленĕ. Валерия сумлă жюри умĕнче çухалса кайман, пăхмасăр вулас ăсталăхĕпе палăрса конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.

Атнар шкулĕн вĕрентекенĕсем кунта пĕлỹ илнĕ яшсем çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăннă професси суйласа илнĕшĕн савăннине те хăпартлансах пĕлтереççĕ. Александр Анатольевич Лаптев, Матвей Владимирович Мадайкин, Александр Валерьевич Жиганов çарпа çыхăннă аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă, халĕ офицерсем ĕнтĕ. Александр Юрьевич Кузьминпа Алексей Владимирович Колесников вара тĕрлĕ çулсенче МЧС енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ, халĕ те çав енĕпех тимлеççĕ. Вĕсем паянхи кун шкулта вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ỹсме хавхалантараççĕ.

. Татьяна Владимировна Туйманкина - Йĕпреç районĕн хĕрĕ, 7-мĕш класранпа вăл Шупашкарти Олимп резервĕн шкулĕнче пĕлỹ илнĕ, çăмăл атлетика енĕпе ăсталăхне туптанă. Унтан вара Раççейри физкультурăпа спорт университечĕн Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă филиалĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Шăпа ăна пирĕн район каччипе пĕрлешсе çемье çавăрма пỹрнĕ, Туйманкинсем халĕ Иккĕмĕш Липовка ялĕнче пурăнаççĕ, икĕ ача ỹстереççĕ. 

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3