Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

50 пуç выльăх вырнаçмалăх ферма тăвасшăн

IMG 3148 - fТуканашра пурăнакан Марина Владимировна Жерженова кăçал фермерсен конкурсне хутшăнса "Агростартап" проекта пурнăçа кĕртме август уйăхĕнче виçĕ миллиона яхăн тенкĕпе танлашакан гранта тивĕçрĕ. Çак укçа-тенкĕпе вăл мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес ĕçре усă курасшăн.

Пĕр пăруран пуçланă

Марина Жерженован хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелесе ярас ĕç 2015 çулта пĕр пăруран пуçланнă. Пăрăва çитĕнтерсе ĕне тунă, унтан тата икĕ ĕне туяннă...

Хальхи вăхăтра унăн хуçалăхĕнче 16 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Паянхи кун ултă ĕнерен тăваттăшне кăна сăваççĕ, иккĕшĕн часах пăруламалла, çавăнпа вĕсем сăвăмран "канаççĕ". Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Марина Владимировна 20 ытла тонна сĕт суса илнĕ, унтан 18 ытла тоннине сутнă. Сĕтне вăл "Баймашский" ялхуçалăх кооперативне парать. Сăмах май, Марина Жерженова хăй те çак кооператив членĕ шутланать.

Выльăхсене тутă хĕл каçарма утă янт-лама тата вĕсене çулла çаран çинче çỹретме фермерăн пурĕ 84 гектар çĕр пур. Кăçал Туканаш çывăхĕнчи çирĕм çул ытла хытхура айĕнче выртнă 23 гектар çĕре тара илнĕ, тасатса тирпейленĕ. Çак çĕрĕн ытларах пайне "электропастух" тытса çавăрнă, унта кăнтăрла выльăхсем çỹреççĕ. Пилĕк гектарне вара утă çулса илме уйăрнă.

"Хальлĕхе утă ытларах сутăн илме тивет, - терĕ Марина Владимировна пире Туканаш çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта вырнаçнă уйра çỹрекен ĕнисем патне илсе çитернĕ май. - Хамăр хальлĕхе çителĕклĕ çулса илейместпĕр".

"Хамăр" тесе Марина Владимировна мăшăрне тата усрава илнĕ арçын ачисене калать. Çапла, хевтесĕр виçĕ ачана кил ăшши парнеленĕ Марина Жерженова, вĕсенчен асли халĕ Етĕрнере каменщика вĕренет, тепĕр иккĕшĕ - Саланчăкри ятарлă шкулта 7-мĕш тата 9-мĕш класра. Арçын ачасен аллисем ĕç патне пыраççĕ, вĕсем выльăхсене юратаççĕ. Пирĕнпе пĕрле уйра пулнă Рома, кăçал 18 çул тултараканскер, ĕнесемпе тăтăшах пĕрле пулни, вĕсене юратни тỹрех сисĕнчĕ, вăл вĕсене çупăрларĕ, ачашларĕ, вĕсемпе калаçрĕ. Выльăхсем кăмăл ăшшине туяççĕ çав, хăйсем те ун патне ачашланма туртăнаççĕ...

Çăмăл мар пулсан та

Йышлă выльăха пăхас ĕçре техника пулни паха. Марина Жерженова çăмăл мар ĕçре хальччен хăйсен кивĕ тракторĕпе усă курнă. Гранта тивĕçнĕ май халĕ техника паркĕ çĕнелнĕ темелле - çак кунсенче Шупашкартан МТЗ-82 трактор илсе килнĕ. Çĕнĕ техникăпа фермер питĕ кăмăллă. Патшалăх пулăшăвĕн укçи-тенкипе Марина Владимировна çавăн пекех ĕне сумалли аппарат туянасшăн.

Тума палăртса хунă тепĕр калăпăшлă ĕç вăл - 8 ĕне туянасси тата ферма çуртне çĕклесси. Фермăна 18 уйăх хушшинче çĕклесе хута ямалла. Пилĕк çул хушшинче вара выльăхсен шутне 30 пуçа çитермелле. Унсăр пуçне, грант илме тăратнă документсемпе килĕшỹллĕн, фермерăн икĕ çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле.

"Эпĕ фермер ĕçне пуçăнма тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Халĕ, патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ хыççăн, ĕçсем малалла каясса шанатăп. Çăмăл пулмасть, паллах, анчах та ĕçлемелле. Малалла ĕçлесе пырса 50 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма тăвас кăмăл пур. Ачасене мĕн парса хăвармалли пултăр", - пĕлтерчĕ хăйĕн ĕмĕт-шухăшне Марина Владимировна.

Марина Жерженован усрава илнĕ ачисемсĕр пуçне ỹссе çитсе пурнăç çулĕ çине тăнă икĕ хĕрĕ пур. Вĕсем çемьеллĕ, пĕри - Туктамăшра, тепри Шупашкарта пурăнаççĕ. Мăнукĕсем тăваттă иккен Марина Владимировнăн, ун çине пăхсан вара вăл "кукам" ятне илтнине ĕненес те килмест.

Шел те, Марина Жерженован ывăлĕн пурнăçĕ пĕлтĕр службăна контрактпа кайсан вăхăтсăр татăлнă. Ывăлĕн вилĕмĕпе çыхăннă ĕç-пуç халĕ те вĕçне-хĕрне тухайманнине пĕлтерчĕ амăшĕ...

Выльăхсене юратса ỹснĕ

Серенкассинче çуралса ỹснĕ, Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илнĕ хыç-çăн 17 çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ, унтан сакăр çул хушши Хĕрлĕ Чутай салинчи "Илем" лавккара ĕçленĕ Марина Жерженована фермер ĕçне пу-çăнма мĕн хистенĕ-ха?

"Эпĕ пĕчĕкренех выльăхсене юратса ỹсрĕм, килте яланах ĕне, сурăхсем усратчĕç, - ачалăхне аса илчĕ Марина Владимировна. - Килти хушма хуçалăха анлăлатса фермер ĕçне пуçăнакансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернине пĕлнĕрен гранта тивĕçмелли конкурса хутшăнма шутларăм. Август уйăхĕнче рес-публикăри Ялхуçалăх министерствинче ятарласа комисси ĕçлерĕ, унта гранта тивĕçме документсем хатĕрлесе панисемпе тĕл пулса калаçрĕç. Мана та чылай ыйту пачĕç, пăлхантăм пулсан та, комисси витĕр чиперех тухрăм пулас, унсăрăн грант памастчĕç пулĕ".

Патшалăх пулăшăвĕ, паллах, фермер ĕçне малалла аталантарма самай пысăк тĕрев парать. Ĕçлеме кăмăл пултăр çеç, ан ỹркен кăна. Йывăрлăхсемсĕр пулмасть, Марина Жерженова çакна ăнланать. Ĕçе мĕнле йĕркелесе пымалли пирки вăл районти ытти фермерсемпе канашланă, Виталий Музяков, Андрей Мурайкин хуçалăхĕсенче пулса курнă. Унсăр пуçне пысăк хуçалăх ертỹçисем те тĕслĕх вырăнĕнче Марина Владимировнăшăн: "Пирĕн кунта ырă тĕслĕх юнашарах - "Коминтерн" хуçалăх мĕн тери ăнăçлă ĕçлесе пынине пурте пĕлсе-курса тăратпăр. Эпĕ "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕнче те пулса куртăм. Ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенче фермăсене мĕнле тунине çитсе курни, вĕсен ертỹçисемпе калаçни маншăн питĕ усăллă пулчĕ".

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалисчĕсем те сĕнỹ-канашпа пулăшса тăнине палăртрĕ фермер. Малашлăхра Марина Жерженова районти усă курман çĕрсене татах çаврăнăша кĕртес шухăшлă - унта çулла ĕнесене çỹретесшĕн.

Фермер патне манпа пĕрле çитсе курнă ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алефтина Дадюкова ăнлантарнă тăрăх, тепĕр пилĕк çултан Марина Владимировна çемье фермине йĕркелесе яма гранта тивĕçмелли конкурса хутшăнма пултарать.

Пуçа усмасан ĕмĕт-тĕллев патне çирĕппĕн туртăнма пулать. "Ир тăракан тутă пулнă" тенине тĕпе хурса, тăван çĕр ытамĕнче ытларах хăйне тата кил-йышне шанса ĕçлесе пыракан фермера тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунас килет. Вăхăт çитсен Марина Жерженован патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăпартнă фермине те çитсе курасса шансах тăратăп.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31