Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

oknaAlivankin

П Р О Д А Ю:

корову или телку.

Тел. 8 919 663 08 96 (16+) 

Требуются рабочие в хлебозавод

в город Королев МО. Питание и общежитие  предоставляется.

Вахта 15/15. Зарплата 37500.

8 987 122 55 25. 

ПРОДАЮ:

СЕНО ЛУГОВОЕ.

Тел. 8 917 676 88 81.

 

 

 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕрле мухтанатпăр

Социаллă сетьсенчи акцие хутшăнар

Аслă Çĕнтерỹ - Раççейре пурăнакан кашни çыншăн чи сăваплă уяв. Кăçал эпир Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине паллă тăватпăр.

Шел те, коронавирус эпидемине пула Çĕнтерỹ кунĕнче ирттерекен, йăлана кĕнĕ чылай мероприятие урăх вăхăта куçарма тивет. Çакăн пирки нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин та каларĕ: "Пирĕншĕн пуриншĕн те майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерỹ кунĕ. Çак датăна улăштарма та, куçарма та май çук. Эпир ун пек тумăпăр та. Эпир паян тĕл пулнă хăрушлăха каялла чактарăпăрах. Вара майăн 9-мĕшĕнче тума палăртнă пур мероприятие те ирттерĕпĕр. Кăçалах. Хамăрăн ветерансене ыталăпăр. Мускаври, Хĕрлĕ площадьри, тĕп парада та ирттерĕпĕр. Тата, паллах, "Вилĕмсĕр полкăн" маршĕ те пулĕ".

Çĕнтерỹ кунĕнчи уяв мероприятийĕсене куçарасси пирки Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та каларĕ. "Эпидеми уявсен графикне тата ăна мĕнле ирттермеллине улăштарма пултарать. Анчах та пире Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсем пирки нимĕн те мантараймĕ. Çавăнпа та кăçал пирĕн "Вилĕмсĕр полк" социаллă сетьсен страницисем тăрăх "уттăр". Хăвăрăн паттăрсем - асаттесемпе асаннесем - çинчен видео ỹкерсе илĕр те вĕсене социаллă сетьсенче кăтартăр. Ветерансен паттăрлăхĕпе пĕрле мăнаçланăпăр, астăвăма хамăрăн ачасемпе мăнуксем валли упраса хăварăпăр", - тет Олег Алексеевич хăйĕн "Инстаграмри" страницинче.

Олег Николаев ыттисене тĕслĕх кăтартса хăйĕн кукашшĕ Федор Максимович Григорьев пирки каласа паракан кĕске видеона "Инстаграмри" страницине вырнаçтарнă (ăна эсир "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн "Инстаграмри" страницине кĕрсе курма пултаратăр).

Социаллă сетьсенчи çак акцие #ВместеГордимся #ПĕрлеМухтанатпăр ятпа ирттереççĕ. Унта хутшăнас тесен çак ĕçсене пурнăçламалла:

1. Вăрçă участникĕ пирки калакан кĕске видео ỹкерсе илмелле. Видеора вăрçа хутшăннă сирĕн тăван ăçта çапăçнине, мĕнле медальсене тивĕçнине е мĕнле паттăрла ĕç тунине каласа пама пулать.

2. Каласа параканăн аллинче ветеранăн портречĕ пулмалла.

3. Видеона социаллă сетьсене #ВместеГордимся #ПĕрлеМухтанат-пăр хештегсемпе лартмалла.

4. Видео пĕр минутран ытла пымалла мар. Çакăнта палăртнисемпе килĕшсе тăракан видеосене республикăри "Астăвăм архивне" вырнаçтарĕç. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4