Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Пичче вăрçăран сахăр илсе килчĕ"

Çапла аса илет Ваçкаçырми ялĕнче 1924 çулта çуралнă Николай Николаевич Максимов пирки унăн йăмăкĕ Ольга (1941 çулта çуралнă). Хăй питĕ пĕчĕк пулнă пулин те, Ольга пиччĕшĕ вăрçа кайнине те астăвать иккен: "Вăл шинель, атă тата хĕрлĕ çăлтăрлă буденовка тăхăннăччĕ. Вăрçăран таврăнсан вара пичче мана çỹлелле йăтса çаврăнчĕ, чуп турĕ. Эпир унăн салтак миххинче вăл илсе килнĕ парнесене шырарăмăр: пысăк катăк сахăр, сухари тата тутапа каламалли купăс.
Пичче ветеринара вĕреннине астăватăп. Вĕренсе пĕтерсен ăна Хĕрлĕ Чутайри ветеринари лечебницине ĕçлеме ячĕç. Выльăхĕсем чирлесен çынсем тăтăшах пичче патне килетчĕç, вăл каçпа та, çĕрле те вĕсене пулăшма каятчĕ. Хам ỹссе çитсен те эпĕ пичче пирки ырă сăмахсем каланине кăна илтеттĕм.
Унăн медальсем нумай пулнине астăватăп. Аттепе анне килте çук чух эпĕ вĕсемпе выляттăм. Пичче штабра писарь пулнине тата Берлина çитнине пĕлетĕп, анчах та хăш фронтра çапăçнине пĕлместĕп.
Чире пула 1974 çулта вилнĕ пиччене эпĕ яланах ăшшăн аса илетĕп".
"Память народа" сайтпа усă курса эпир Николай Максимов пирки çакна пĕлтĕмĕр: вăл службăна 1942 çулта пуçланă тесе кăтартнă.1945 çулта вăл 124-мĕш стрелковăй корпусăн уйрăм çыхăну батальонĕн телеграфист-морзисчĕ пулнă. Шăпах çавăн чух ăна "За боевые заслуги" медальпе наградăланă. Унсăр пуçне Николай Николаевичăн "Германие çĕнтернĕшĕн" тата "Кенигсберга илнĕшĕн" медальсем пулнă.
Сăмах май, Николай Максимова "Германие çĕнтернĕшĕн" медале 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче панă. Медаль панине çирĕплетекен документ çинче шăпах çак дата тăрать.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31