ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Работа:
Принимаем на работу с обучением следующих специальностей:
слесаря металлоизделий; сварщика (газ, дуговая, полуавтомат);
маляра (покраска металлоизделий); помощника руководителя производственного
подразделения ( приветствуется образование, коммуникабельность, умение подбирать
и управлять людьми, об оплате и условиях при собеседовании).
Оплата сдельно- премиальная.
Тел.: 8 9260494825 (Юрий), 89613886161 ( Сергей Сергеевич).
Продаю:
Торговое помещение 46 кв. м. ТЦ " Юман", 2 этаж.
Цена 1500000 рублей, торг.
Тел. 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.
Кировская обувная фабрика
7 декабря в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натуральной кожи и
прием обуви на ремонт.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Вăхăт шăвать, унпа пĕрлех Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕршыва хỹтĕленисем сахалланса, пурăнаканнисем вара çулĕсемпе ватăлса пыраççĕ. Хаяр вăрçа хутшăннисем пурте тенĕ пекех халĕ 90-ран иртнĕ ĕнтĕ. Штанаш ял тăрăхĕнчен çапăçу хирне 326 çын тухса кайнă пулсан, вĕсенчен 190-шĕ паттăрла пуçĕсене хунă, 136-шĕ таврăннă. Тăван киле çаврăнса çитнисенчен пĕри - Кĕрлевре çуралса ỹснĕ Алексей Яковлев.
Паянхи кун 98 çулхи вăрçă ветеранĕ Шупашкарта Вера хĕрĕ патĕнче пурăнать. Алексей Яковлев хăй ĕмĕрĕнче виçĕ вăрçă витĕр тухнă, финсемпе, нимĕç фашисчĕсемпе тата яппун самурайĕсемпе çапăçнă. Апла пулин те вăл çулĕсене пăхмасăр халĕ те пурнăçа юратса пысăк хавхаланупа малалла утать. Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн ветеран Мускавра пулнă, тĕп хуламăр мĕн тери улшăннинчен, илемленнинчен тĕлĕннĕ. Ветерансене хавхалантарас тĕллевпе ку çулçỹреве "АсАвто" автомобилистсен ассоциацийĕн ертỹçи Максим Забалуев йĕркеленĕ пулнă. Алексей Алексеевич Мускав тăрăх ытти ветерансемпе автобуспа экскурси çỹренĕ: Çĕнтерỹ паркне тата ытти паллă вырăнсене çитнĕ, Никас Сафронов художникпа тĕл пулнă. Паллă ỹнерçĕ пирĕн ентеше антикварлă туя тата вырăн таврашĕн комплектне парненеленĕ. Вĕсем çинчи картинăсене художник хăй ỹкернĕ. Ветеран çул-çỹревпе кăмăллă юлнă, çитес çул Çĕнтерỹ кунне Мускавра кĕтсе илме ĕмĕтленнине пĕлтернĕ.
Алексей Яковлевăн кăçал Çĕнтерỹ кунĕнче Шупашкарта иртекен савăнăçлă мероприятире салам сăмахĕ каламалла пулнă. Ăна халăх умĕнче калаçма ытти ветерансем хушшинче суйласа илнĕ. Ветеран уяв самантне питĕ кĕтнĕ, хатĕрленнĕ. Шел те, темĕнле сăлтава пула тухса калаçма май килмен, ун вырăнне ĕç ветеранне калаçтарнă. Ветеран çакăншăн кỹреннĕ пек пулнă, пăшăрханнипе вăл çав кун уява та тухман. Каярахпа хула администрацийĕ Алексей Алексеевичран ăнланманлăх сиксе тухнăшăн каçару ыйтнă, ăна асăнмалăх парнепе хавхалантарнă.
Çак эрнере вара Алексей Яковлев вăрçă ветеранĕ ентешĕсен йыхравĕпе Кĕрлев ялĕн уявне килсе ял-йыша саламланă, малашне те килсе çỹреме шантарнă.
А.ДМИТРИЕВА.