ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Район хаçачĕн кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленнĕ кивĕ сăнỹкерчĕк айне эпир ăна хăçан тата ăçта ỹкернине, унта камсене сăнланине пĕлменни пирки çырнăччĕ.
Хаçат тухнă хыççăнах редакцине Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнче пурăнакан Николай Васильевич Галичанов килчĕ, çак сăнỹкерчĕкре хăйĕн ашшĕне - Василий Галичанова - палласа илни пирки каласа пачĕ.
Сăнỹкерчĕкре вăл çỹлтен виççĕмĕш ретре, сулахайран чи хĕрринче ларать, аллинче - хăй ăсталанă винтовка. Çак сăнỹкерчĕке 1941 çулхи çулла, вăрçă пуçлансан тунă. Унта хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ сăлтава пула салтакра пулманнисем пухăннă, вĕсене райвоенкоматра вăрçа кайма хатĕрленĕ.
Василий Иванович Галичанов Ишеккасси ялĕнче çуралнă. Официаллă хутсем çинче вăл 1912 çулта çуралнă тесе çырнă иккен, тĕрĕссипе вара 1910 çултах çуралнă пулнă. Вăрçăччен Василий Галичанов, ялти пек каласан Тимĕрçĕ Ваçли, таврара паллă тимĕрçĕ пулнă, вăл анкарти хыçĕнче вырнаçнă лаççинче ĕçленĕ. Вĕсем лайăх пурăннă, килĕнче велосипед та, патефон та пулнă.
Василий Галичанова фронта 1942 çулхи март уйăхĕнче илсе кайнă. Вăл Тверь облаçĕнче çапăçнă, разведчик пулнă. Килне тăванĕсем патне те çаплах çырнă: "Чĕлхе тытма çỹретпĕр". 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче тăванĕсем Василий Галичанов хыпарсăр çухалнă пирки çыру илеççĕ. Тĕрĕссипе вара вăл çав вăхăтра чĕрех пулнă. Кун пирки Галичановăн тăванĕсене кайрантарахпа унпа пĕрле тăшман ункинчен тухнă Кăмаша арçынни çырса пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, 1943 çулхи январь уйăхĕнче снаряд ванчăкĕ Василий Ивановичăн хăрах урине татнă, вăл юн нумай кайнипе вилнĕ. Анчах та çумра докуменчĕсем пулманран Галичанов çав-çавах хыпарсăр çухалнисен шутĕнче юлнă.
Интернетри архивсен кăтартăвĕсем тăрăх, Василий Иванович Галичанова Хĕрлĕ Çăлтăр тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн" медальпе наградăланă. Василий Галичановăн мăшăрĕ Анаталия Сергеевна (1986 çулта вилнĕ) тăватă ачипе тăлăха юлнă. Кĕçĕнни, Николай, ашшĕне нихăçан та курман - вăл 1942 çулта, ашшĕ фронта кайнă хыççăн, çуралнă. Хăйĕн ачалăхĕ питĕ йывăр пулнине, выçăллă-тутăллă пурнăннине, 3-4 çулта чухнех аппăшĕпе пĕрле кĕтỹ пăхма тивнине каласа пачĕ Николай Васильевич. "Хаçатра пичетленнĕ сăнỹкерчĕк пирĕн килте те пурччĕ, анчах та çухалчĕ, - тет Николай Галичанов. - Хаçатра аттен сăнỹкерчĕкне курсан куççуль тухрĕ - эпĕ ăна нихăçан та курман пулин те вăл маншăн чи çывăх та юратнă, асран тухман çын".
А.КАРПОВА.
Декабрь 2024 |