Ачасене юратмалла, профессие хисеплемелле

Категория: В районе Опубликовано: 30.08.2017, 10:50 Просмотров: 1129

 IMG 5669Августăн 25-мĕшĕнче районти педагогсем йăлана кĕнĕ конференцие пухăнчĕç. Унччен маларах, августăн 22-мĕшĕнче, Шупашкарта республикăри педагогсен конференцийĕ иртрĕ, унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ.

Районти педагогсен çуллахи кунсем вĕçленнине, вĕренỹ çулĕ çывхарнине пĕлтерекен тĕлпулăвĕ кăçал "Инновациллĕ хутлăха йĕркелесси - районăн стратегиллĕ потенциалĕ" ятпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта иртрĕ. Унччен пирĕн вĕрентекенсем тĕрлĕ секцисенче ĕçлерĕç. Августри педконференцие пухăнни-сене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район админист-рацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, район прокурорĕ Валерий Шоркин, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте саламларĕç, педагогсене ачасене юратма, профессие хисеплеме сунчĕç, çавăн чухне кăна çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ăнăçу пуласса каларĕç.

Конференцире чи малтанах ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре курăмлă ĕçлесе пыракан педагогсене наградăсем парса хисеп турĕç. Раççей Вĕренỹ министерствин хушăвĕпе Питĕркассинчи вăтам шкул учителĕ Людмила Жукова "Раççей Федерацийĕн вĕренỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçрĕ. Ачасене вĕрентес ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенне Татьяна Горбунована Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç. Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисене Çĕн Атикасси шкулĕн вĕрентекенĕ Ираида Евсеева, Шулю шкулĕн учителĕ Елена Кудряшова, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн учителĕ Татьяна Захарова, Атнарти вăтам шкулăн вĕрентекенĕ Людмила Кузьмина, Хусанушкăнь шкулĕн учителĕ Альбина Макарова тивĕçрĕç. Район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн учителĕ Елена Орлова тата "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Валентина Вазикова тивĕçрĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотисене "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Надежда Егорова, Çĕн Атикасси шкулĕн директорĕ Вера Парикова, Питĕркассинчи вăтам шкулăн учителĕ Ольга Фондеркина тивĕçрĕç. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн грамотисене Атнарти вăтам шкулăн учительне Нина Зайцевана тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенне Вадим Федорова парса чысларĕç. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов Атнарти вăтам шкулăн педагогне тата ял тăрăхĕн депутатне Галина Андреевна Спиридонована Тав сăмахĕпе чысларĕ. "Единая Россия" партин Тав çырăвĕсене район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн методистне Алина Калейкинана, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенне Роза Малышевана, Питĕркассинчи вăтам шкулăн учительне Алена Галкинана парса чысларĕç. Районти вĕренỹ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Улянды профсоюз юхăмĕн активисчĕсене - Шулю шкулĕн вĕрентекенне Юрий Гурьянова, Хуанушкăнь шкулĕн учительне Ма-рина Петрована, Атнар шкулĕн педагогне Людмила Ешмейкинана, Мишеркасси шкулĕн учительне Владимир Храмова - грамотăсем парса хавхалантарчĕ.

Палăртма кăмăллă, кăçал районти шкулсене тата ача садне 5 çамрăк педагог килнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ, Атнарти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Вазикова тата "Хĕвел" ача сачĕн логопечĕ Наталья Шорникова, ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Ыттисем сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлĕç.

А.КАРПОВА.

ФОТОРЕПОРТАЖ