ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пирĕн район больницинче тухтăрсем çитменнине пурте пĕлетпĕр. Уйрăмах куç тухтăрĕ пĕчĕк ачине пăхмалли отпускра пулнăран кунта лару-тăру самай йывăрланнă. Иртнĕ çулхи май уйăхĕнчен пуçласа район больницине офтальмолог Çĕмĕрлерен çỹрет. Вăл пирĕн района эрнере пĕрре - шăматкунсенче - килет. Çавна пула куçĕсене тĕрĕслеттерес шухăшлисен черечĕ калама çук вăрăмланса каять.
Ку çивĕч ыйтăва январĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче те хускатрĕç. Ун чухне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тата район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан информушкăн шăпах район больницин коллективĕпе тĕл пулнăччĕ. Вĕсем куç тухтăрĕн пỹлĕмне те çитсе курчĕç. Ытларикун пулнăран, кабинетра медицина сестри кăначчĕ. Вăл унчченхи шăматкун та халăх нумай пулнине, тухтăр 130 çынна йышăннине каларĕ. Куç тухтăрĕ каçхи тăхăр сехетченех ĕçленине пĕлтерчĕ. Паллах, кун пек йышăну графикĕ район çыннисенне те, тухтăрăнне те кăмăлне каймасть. Информушкăн ертỹçисем район больницин тĕп врачĕпе ку йывăр лару-тăруран мĕнле те пулин тухмалли пирки калаçрĕç...
Ĕçе тухма хăракан пулса çитнĕ
Шăматкун офтальмолог пỹлĕмĕ умĕнче мĕн пулса иртнине хам куçпа курас тесе эпĕ январĕн 27-мĕшĕнче район больницине кайрăм. Унччен тĕп врачпа кунта ирхи тăхăр сехетре тĕл пулма калаçса татăлнă пулин те, больницăна иртерех, 7 сехет те 50 минутра, çитрĕм.
Поликлиникăна кĕрсенех шăплăх хуçаланатчĕ. Офтальмолог кабинечĕ патне утнăçемĕн çынсем калаçни илтĕне пуçларĕ. Патне çитсен вара куç тухтăрне кĕтсе сахалтан та 50 çын тăнине куртăм. Тен, ытларах та пулĕ - аслисем хушшинче ачасем те пурччĕ, кĕлеткисемпе пĕчĕк пулнăран тỹрех куçа курăнмарĕç кăна.
Хам мĕн ĕçпе çỹренине тỹрех систермерĕм: "Черетре кам юлашки?" - терĕм ним пулман пек. "Кунта икĕ черет - пĕри ачасен, тепри - аслисен", - терĕç мана. "Икĕ черет пулнине пĕлетĕп-ха, аслисен черетĕнче юлашки кам?" - ыйтрăм татах. Унталла-кунталла пăхкаларĕç çынсем, "эпĕ юлашки" текен пулмарĕ. "Мĕн, кам юлашки пулни паллă мар-и?" - черет вĕçне тупас тесе татах ыйтрăм эпĕ. Хăшĕсем кулкаласа та илчĕç: "Тăрсан-тăрсан вĕçĕ тупăнать пулĕ", - терĕç.
"Паян чи пĕрремĕш хăшĕ килтĕр çакăнта, миçеренпе тăратăр?" - тĕпчерĕм çаплах. "Ирхи 6 сехет те 45 минутра килтĕмĕр", - терĕ пĕр арçын. Вăл ачаллисен черетĕнче тăратчĕ.
Кăритурта ăшă - ку лайăх. Анчах та хĕллехи тумтир тăхăннă çынсене пăчă пула пуçлани сисĕнчĕ - çынсем япалисене хывса унта та кунта хуркаларĕç, хăшĕсем алăрах тытса тăчĕç. Гардероб хупă пулнине кĕнĕ чухнех асăрхарăм-ха...
Сакăр сехет тĕлне офтальмологпа пĕрле ĕçлекен медицина сестри çитрĕ. "Шăматкун ĕçе тухма хăракан пулса çитрĕм", - терĕ вăл пухăннă халăх çине пăхса. Харкашакансем, чăкăрташшисем туллиех иккен куç тухтăрĕ патне килекенсем хушшинче, тухтăра та тем те пĕр каласа пĕтерме те именмеççĕ. Вăрăм черетре кунĕпе тăрсан хуть те камăн та чăтăмлăхĕ пĕтет пулĕ-ха, тулĕк лару-тăру çапла пулнăшăн тухтăр айăплă мар-çке-ха, вăл май пур таран пурне те йышăнать. Черетре тăракансем те çаплах калаçса тăчĕç: "Врачĕ пурне те йышăнать-ха, каçченех ĕçлет, иртнинче те тăххăрчченех йышăннă терĕç".
Сакăр сехет кăшт иртсен тухтăр та çитрĕ, 8 сехет те 20 минутра ачасене йышăнма пуçларĕ. Унччен медицина сестри алăк çине электронлă черете çырăннисен списокне тухса çакрĕ, черетре тăракансен медицина кар-точкисене пуçтарчĕ. "Даннăйсене компьютера кĕртме пуçтарчĕ", - терĕç черетрисем. Пĕтĕмпех пĕлеççĕ иккен вĕсем, пĕрремĕш хут килмеççĕ пулас.
Пуринчен те ытла ачасене шел
Ачасене 10 сехетчен йышăнаççĕ. Вĕсене валли электронлă черет йĕркелемен. Тухтăр патне ачапа кĕрсе тухас тесен больницăна иртерех килмелле. Анчах та кун чухлĕ ачана ик сехет хушшинче ниепле те йышăнса пĕтерме май çукки тỹрех паллă пулчĕ. 10 сехет хыççăн электронлă черетрисене те йышăнаççĕ.
Ку вăхăт тĕлнелле хам кам пулнине тата мĕн ĕçпе çỹренине уçса панăран çынсем мана хăйсен шухăшĕсене, пăшăрханăвĕсене пĕлтерме пуçларĕç.
Акă Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм виçĕ ачипе килнĕ куç тухтăрĕ патне. Ачисем усрав пулнăран вĕсемпе çулталăк пуçламăшĕнче медосмотр çỹремелле иккен. Ытти тухтăрсем патĕнче пулнă-ха вĕсем, куç тухтăрĕ патне килнĕ халь. "Паян ачасене ирхи улттăра вăратса тухрăм, автобус патне çуран ултă километр утмалла пирĕн... Кăнтăрлаччен кĕрсе тухаятпăр-ши? Тăрса та ывăнаççĕ пуль ачасем. Уроксенчен те юлчĕç. Кунта кĕрсен тата эндокринолог патне килмелле-ха, вăл та отпускра пулнăран эрне варринче йышăнмасть, канмалли кунсенче кăна. Паян темшĕн çук-ха вăл", - чунрине пытармарĕ хĕрарăм.
Усрав ачасемпе килнисем татах пурччĕ вăл кун. Йĕрки çапла иккен - çулталăк пуçламăшĕнче вĕсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, çакна валли 20 кун уйăрса параççĕ. Кун пирки мана район больницин педиатрĕ пĕлтерчĕ.
Ачисене вара чăннипех шел, тухтăр патне кĕмелли черет çитессе кĕтсе хăшĕ ларнă çĕртех çывăрса каять, хăшĕ анасласа ларать. Макăрса илекеннисем те, аслисен аллинчен кайманнисем те пур...
Çывăхра пурăнакансен васкаса килмелле мар
Тĕп врачпа тĕл пулмалли вăхăта кĕтнĕ май кăритурта саксем çинче ларакансене калаçтартăм. Акă çитмĕлсенчен иртнĕ пĕр кинемей офтальмолог кабинечĕ патĕнчи сак патнех пырса ларнă. Унта ачаллисем хĕвĕшнине, хĕсĕннине курсах ларать. Электронлă черете çырăннă иккен вăл, 10 сехетре кĕмелле унăн. "Мĕншĕн ирех килтĕр, сирĕн вăхăт çитиччен нумай-çке?" - ыйтрăм хайхи кинемейрен. "Ай-ай! - терĕ вăл. - Кайран кĕримасан тата?! Лучшă кĕтсе ларатăп!" Уйпуçĕнчен иккен вăл, автобуспа килнĕскере пĕр енчен ăнланма та пулать-ха - автобусран юлас мар тенĕ пуль ĕнтĕ. Анчах та кăритурта черетре тăракансем хушшинче аякри ялсенчи кăна мар, район центрĕнче пурăнакансем те пурахчĕ.Электронлă черете çырăнманнисем те ирех килсе тăнă.
Калаçса татăлнă вăхăт тĕлне офтальмолог кабинечĕ патне килнĕ Иван Игнатьев тĕп врач ун пек тунин усси çуккине пухăннисене чи малтан ăнлантарса пачĕ: "Енчен те сирĕн куçăн çивĕч чирĕ мар-тăк, медосмотр çỹремелле пулсан, кунта ирех килсе ан тăрăр - тухтăр чи малтан ачасене йышăнать. Вĕсене йышăнса пĕтермесĕр аслисене йышăнма пуçламасть (электронлă черетрисемсĕр пуçне). Ытларах чухне ачасене кăнтăрлачченех йышăнать, çавăнпа та кама больницăна килме питех чăрмавлă мар - кăнтăрла иртсен тин килĕр".
Унпа пĕрлех тĕп врач больницăра кадрсемпе çыхăннă ыйтăва туллин татса пама май пулманнине, кашни кун ĕçлеме пултаракан офтальмолога тупма май килменнине пĕлтерчĕ. "Çĕмĕрлерен эрнере пĕрре килекен тухтăра тав туса çитереес çук - вăл кунта эрнере пĕрре килме килĕшни те мĕн тери лайăх, - терĕ тĕп врач. - Ыран тесен ыран пăрахса кайма пултарать вăл - вара мĕн тăвăпăр? Çавăнпа та хăвăра лăпкă тытăр, аслисем, ачаллисем хушшинче хĕсĕнсе ан тăрăр".
Çак сăмахсем хыççăн аслисенчен чылайăшĕ "кăнтăрла хыççăн килетпĕр" тесе саланчĕç. Черет кăштах пĕчĕкленчĕ, анчах та ачаллисем çав-çавах нумайччĕ.
Гардеробпа буфет тепĕр шăматкун ĕçлĕç-ши?
Тĕп врачпа пĕрле самантлăха тухтăр патне кĕрсе тухрăмăр. "Çамрăк, анчах та питĕ опытлă тухтăр", - терĕ Марина Владимировна Сафонова пирки тĕп врач.
"Куç тухтăрĕсем сирĕн районта кăна мар, пур çĕрте те çитмеççĕ, çакна ăнланатăп эпĕ, - терĕ çамрăк тухтăр. - Çавăнпа сирĕн района килсе кунне 120-130 çынна йышăнма та хатĕр. Каçхи тăхăр сехетчен те ĕçлени пулать, ун пек чух мана киле больницăн машинипе çитерсе хăвараççĕ".
Тухтăра пациентсене йышăнма чăрмантарас мар терĕмĕр, кăритура тухрăмăр. "Паян çынсем нумай пулассине пĕлнĕ-çке, гардероб мĕншĕн ĕçлемест?" _ ыйтрăм эпĕ тĕп врачран. "Халех уçса паратпăр", - терĕ вăл. "Буфет уçсан та лайăх пулмалла - ачасем, ав, шыв ĕçесшĕн, хырăмĕсем те выçрĕç пуль", - терĕм эпĕ. "Буфет пирки нимĕн те калама пултараймастăп, вăл райпо çинче, вĕсем пирĕн патра пỹлĕм тара тытнă кăна", - хуравларĕ тĕп врач.
Гардероба, чăнах та, уçса пачĕç, çакăн пирки тĕп врач хăй килсе пĕлтерчĕ. Çынсем тỹрех пальто-кĕрĕк таврашне унта кайса пачĕç. Унччен тумтир хурса тултарнă саксем пушанчĕç, лармалли вырăн нумайланчĕ. Çапах та пĕр-ик кинеми пальтовĕсене хывасшăн пулмарĕ: "Вĕсем пирĕн ылтăнран, вăрласа тарсан тата?" - терĕç...
Тем вăхăтран буфет та уçăлчĕ. "Тавар килмеллеччĕ те паян, çавăнпа уçрăм", - терĕ буфетра ĕçлекен. Черетрисем тỹрех унта чупрĕç - кам шыв, чей илме, теприсем ларсах апат çирĕç. Апла-тăк шăматкун буфет уçă пулни кирлех çынсене.
Тулĕк ман пĕлес килет - çитес шăматкунсенче гардеробпа буфет ĕçлĕç-ши? Никама систермесĕр, вăхăта шеллемесĕр кайса курас тетĕп-ха...
Кăçал кĕрес тесе пĕлтĕр çырăннă
Çỹлерех каларăм ĕнтĕ, ачасем нумай пирки вĕсене 10 сехетчен çеç йышăнасси пулмарĕ. 12 сехет те 30 минут çитсен алăк умĕнче тăракан пур ачана та йышăнса пĕтерчĕ тухтăр. Медицина сестри компьютерпа пăхса пĕлтернĕ тăрăх, çав вăхăтчен пурĕ 44 çынна йышăннă, вĕсенчен 30-шĕ - ачасем. (Пурĕ вара иртнĕ шăматкун офтальмолог 98 çынна йышăннă, 21 сехетчен ĕçленĕ).
Тен, вĕсемпе пĕрлех электронлă черете çырăннисене кĕртмен пулсан ачасене хăвăртрах та йышăнса пĕтернĕ пулĕччĕ. Тата инвалидсемпе ура çинче аран тăракан ватăсене те кĕртмеллех - кăна черетре тăракан ачасем те ăнланчĕç.
Аслисене электронлă черете çырăнтарасси пирки вара пурте пĕр шухăшлăн пулса (çав шутра куç тухтăрĕпе медицина сестри те) çакна палăртрĕç: ачасене йышăнма вăхăт ытларах уйăрса памалла, электронлă черете 11 сехетрен тин йышăнма пуçламалла. Кун пирки больница администрацине пĕрре кăна мар каланă иккен офтальмолог, анчах та улшăнусем пулни сисĕнмест. Ачасене валли те электронлă çырăнтару тусан лайăх пулмалла - ку шухăша чылай ашшĕ-амăшĕ палăртрĕ.
Сăмах май, эпĕ больницăра пулнă кун аслисен электронлă черетне 10 сехетрен пуçласа 17.45 минутчен 28 çын çырăннăччĕ.
- Паян куç тухтăрĕ патне килме электронлă черете хăçан çырăнса хутăр? - ыйтрăм пĕр ватă арçынран.
- ПĔЛТĔР! - терĕ вăл. - Декабрь варринче...
Ку, чăнах та, çапла - куç тухтăрĕ патне электронлă черете тăрас тесен малтанах çырăнса хумалла. Эпĕ юриех тунтикун, январĕн 29-мĕшĕнче, "электронлă регистратурăна" кĕрсе пăхрăм. Куç тухтăрĕ патне кашни шăматкун валлиех ир пуçласа каçчен çырăнса тултарнă. Пушă сехетсем мартăн 3-мĕшĕ валли кăна пурччĕ.
Юлашкинчен çакна калас килет: куç тĕрĕслеттермелли кабинетра медицина сестри эрне варринче те йышăнать пулин те, чылайăшне тухтăр пăхни кирлĕ. Тухтăр эрнере пĕрре кăна килни чылай йывăрлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та тĕп врач лару-тăрăва кăшт та пулин çăмăллатас тесе юнкунсенче ĕçлеме тепĕр тухтăрпа калаçса пăхма шантарчĕ. Ку пурнăçлансан тем пекехчĕ, мĕншĕн тесен шăматкунсерен тем вăрăмăш черетре тăма çынсене питĕ йывăр. Хам енчен вара ку лару-тăрăва сăнасах тăма шантаратăп.
Алина ИТТИ.
Декабрь 2024 |