Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

ДРОВА колотые:

дуб, береза, липа.

Доставка.

Тел.: 8 965 687 75 57

8 908 307 01 21

(16+)

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Туберкулезпа чирлесси чакса пырать

Категория: Здоровье Опубликовано: 30.03.2018, 11:08 Просмотров: 731

Кашни çул тĕнчере 10 миллиона яхăн çын тубер-кулезпа чирлет, вĕсенчен пĕр миллионĕ - ачасем. 2017 çулта Раççейре - 70532 çын (2016 çулта - 77852 çын), Чăваш Республикинче - 544 çын (2016 çулта - 606 çын) туберкулезпа чирленине тупса палăртнă.

Пирĕн районта вара пĕлтĕр 18 çын туберкулезпа чирленĕ (2016 çулта - 23 çын). Кăçал çулталăк пуçланнăранпа пĕрремĕш хут туберкулезпа чирленĕ 5 çынна тупса палăртнă. Пĕлтĕр районта туберкулезпа вилнисене шута илмен. Пĕтĕмĕшле илсен, туберкулезпа чирлесси чакса пырать. Çапах та ку чир çавăрса илнисен шучĕ çав-çавах нумай-ха, пĕтĕмĕшле илсен вилекенсен шучĕ те чакмасть.

Туберкулез бактерийĕсем çын организмне сиенлĕ сывлăшпа лекме пултараççĕ. Организмăн хỹтĕлев вăйĕ чаксан туберкулез бактерийĕсем ĕрчеççĕ, тĕрлĕ органсене сиенлеççĕ, ытларах чухне - ỹпкене. Чирлĕ çыннăн çак симптомсем палăраççĕ: чылай вăхăт тăсăлакан ỹслĕк, юнлă сурни, кăкăр ыратни, вăйсăрлăх, кĕлетке температури ỹсни, каçпа тарлани. Туберкулез аталанассине çителĕксĕр тата тĕрĕс мар апатланни, пурăнмалли условисем япăх пулни, пирус туртни, эрех ĕçни, наркомани, сахăр диабечĕ тата ытти те витĕм кỹрет. Çавăнпа та туберкулезпа чирлекен çыннăн тĕрĕс апатланмалла, унăн рационĕнче белокпа пуян апат - тăпăрчă, çăмарта, аш-какай, пулă, пĕвер - пулмалла. Çавăн пекех тĕрлĕ пăтă çини аван. Услам çу, хăйма çиме манса каймалла мар. Ỹсен-тăран çăвне çини те пĕлтерĕшлĕ.

Туберкулезпа чирлессине чакарас енĕпе флюорографи массăллă профилактика тĕрĕслевĕсем ирттермелли анлă сарăлнă меслет пулса тăрать. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, çакă туберкулеза тупса палăртма пулăшать. Çак чире ирех асăрхани, вăхăтра сиплени туллин сывалма май пани пирки манас марччĕ. Хамăра хамăрăнах упрамаллине те асра тытасчĕ.

Э.ЕРЕМЕЕВА, Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн районти санитари врачĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6