Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

**************

Кировская обувная фабрика

16 марта в РДК с 9 до  15 часов состоится 

распродажа зимней обуви из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

В ассортименте "Весна/демисезон" На зимнюю обувь скидки!

ИП Кощеева Н.А.

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ачаранах сăвă çырать

Категория: Общество Опубликовано: 01.07.2022, 09:52 Просмотров: 1565

chernovaZПаян эпĕ сире Мучикассинче пурăнакан Зинаида Михайловна Черновапа паллаштарасшăн. Вăл 1941 çулта вăрçă тухсан виççĕмĕш кунне, июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, çуралнă. Анчах та çуралнă пирки документ çырнă чух йăнăш янă та июнь вырăнне июль уйăхне çырса хунă.

Ашшĕ Михаил Леонтьевич учительте ĕçленĕ. Малтан вăл Етĕрне районĕн Мăн Сĕнтĕр ялĕнчи шкулта вăй хунă, кайран вара Мăн Хăмаркка ялне куçса килнипе унти шкулта тăрăшнă. Амăшĕ пурнăç тăршшĕпе колхозра тата шкулта тирпейлỹçĕре ĕçленĕ.

Зинаида Чернован ачалăхĕ самай йывăр вăхăта лекнĕ. Çемьери çичĕ ачи те вилнĕ, ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Çапла вара амăшĕ сакăр уйăхри Зинаида хĕрĕпе çеç тăрса юлнă.

Зинаида Михайловна Тралькасси шкулĕнче тăватă класс пĕтернĕ те çиччĕмĕш класчен Уйпуç шкулне çỹренĕ. Шкул аякра пулнипе вăл ир-ирех тăрса шкула кайнă, ирхи час çутăлманнипе çула çутатас тесе патак çине керосинлă татăк яваласа çунтарнă. Çав вăхăтсем халĕ те унăн асĕнчех.

Зинаида Михайловна экзамен тытса Мăн Этмен шкулне саккăрмĕш класа вĕренме кĕме пултарнă. Çав вăхăтрах вăл амăшĕ вырăнне шкулта тирпейлỹçĕре ĕçленĕ, çавăнпа та вĕренме вăхăт çитерейменнипе амăшĕ шкула яма пăрахнă. Çапла вара Зинаида Михайловнăн çичĕ класс кăна пĕтерме май килнĕ.

Ун валли мăшăр юнашар ялтах тупăннă. Вăл Николай Чернов ятлă пулнă. Вĕсем пĕрле виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем халĕ пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă, Шупашкар хулинче пурăнаççĕ, час-часах яла килсе Зинаида Михайловнăна савăнтараççĕ.

Зинаида Чернован мĕн ачаранах сăвă çырас туртăм пулнă. Пурнăç тăршшĕпе вăл çырнă сăввисене пухса пынă, анчах халăх çине кăларман. Пĕррехинче колхозра ĕçленĕ вăхăтра унăн хаçатра ĕçлекен çынпа тĕл пулма тỹр килнĕ. Çав çын Зинаида Михайловнăн сăввисене килĕштернĕ те район хаçачĕн страницисенче кун çути кăтартма пуçланă. Çавăн хыççăн унăн сăвă çырас туртăмĕ татах та пысăкланнă. Майĕпен вăл пухнă сăввисенчен кĕнеке кăларма пултарнă. Ăна хисеплесе чылай пысăк уявсене чĕнме пуçланă - Шупашкара та, Мускава та.

Ĕçне кура Зинаида Михайловна чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Грамотисем пỹрчĕпех çакăнса тăраççĕ.

Александр ЕРЕМЕЕВ, Мăн Этмен шкулĕ, 7-мĕш класс. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5