ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
**************
КИРОВСКАЯ ОБУВНАЯ ФАБРИКА
16 февраля в РДК с 9 до 15 часов состоится распродажа зимней обуви из натуральной кожи и прием обуви на ремонт
В ассортименте "Весна/демисезон".
На зимнюю обувь скидки!
. ИП Кощеева Н.А.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн хушăвĕпе 2023 çулта стипенди илме пултаракан çамрăксен йышне палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕ кăçалтан 2500 тенкĕпе танлашать. Ăна тивĕçнĕ яшсемпе хĕрсем çулталăкĕпех уйăхсерен палăртнă тỹлеве илсе тăрĕç.
Палăртма кăмăллă, хисепе тивĕçнĕ яшсемпе хĕрсем хушшинче пирĕн тăрăхри çамрăксем те пур. Вĕсем çаксем: Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн пултаруллă вĕренекенĕсем - София Николаевна Ярабаева, Валерия Алексеевна Степанова, Мăн Этменти вăтам шкулăн маттур каччи Василий Владимирович Ерофеев, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Дарья Сергеевна Романова, Н.В.Никольский ячĕпе хисепленекен професси колледжĕн студентки Ева Сергеевна Кутузова. Стипенди илме тивĕçнĕ çамрăксен йышĕнче пирĕн ентешсем пурри те савăнтарать. И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспирантки Ольга Николаевна Владимирова тата Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкулăн педагог-психологĕ Светлана Владимировна Ешмейкина çак хисепе хăйсен пултарулăхĕпе, пуçарулăхĕпе, ăс-хакăлĕпе палăрса тивĕçнĕ.
Хисеплĕ çамрăксем, сире çирĕп сывлăх, иксĕлми шанăç, хастар кăмăл, мĕнпур ырă пуçарăва пурнăçлас ĕçре çитĕнỹсем, ăнăçу сунатпăр.
М.МАМУТКИНА.
Февраль 2026 |
