Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

**************

Кировская обувная фабрика

16 марта в РДК с 9 до  15 часов состоится 

распродажа зимней обуви из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

В ассортименте "Весна/демисезон" На зимнюю обувь скидки!

ИП Кощеева Н.А.

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Мухтав орденне тивĕçнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.06.2019, 12:19 Просмотров: 1133

Юлашки вăхăтра эпĕ, районти вăрçă ачисен обществин председателĕ пулнă май, Чутай тăрăхĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа миçе çын тухса кайнипе, каялла миçен таврăннипе интереслентĕм. "Астăвăм кĕнекинче", шел те, районти чылай салтакăн ячĕ-шывĕ те çук. Çакăн пеккисен шутĕнче - манăн иккĕмĕш сыпăкри пичче те.

Николай Сергеевич Федотов, манăн иккĕмĕш сыпăкри пичче, 1925 çулта Шорово ялĕнче çуралнă. Вĕсем çемьере тăваттăн ỹснĕ - виçĕ хĕрпе пĕр ывăл. Йăмăкĕсем халĕ те сывах пурăнаççĕ.

Николай Сергеевича 18 çула çитсен 1943 çулта вăрçă хирне илсе кайнă. Вăл службăра 1946 çулчченех пулнă. Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, çавăн чухне Мухтав орденне тивĕçнĕ. Çавăнти çапăçура вăл йывăр аманнă, анчах та сывалса тухсан службăрах юлма килĕшнĕ.

Николай Федотов "За отвагу" медале те тивĕçнĕ.

Çартан таврăнсан вăл тăван колхозра вăй хунă. Коминтерн ячĕпе хисепленекен хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.

Вăл пире вăрçăра пулни-иртни пирки каласа паратчĕ. Вăхăт иртнĕ май эпĕ ỹссе çитсе тăван ялтан кайрăм, каялла часах таврăнаймарăм. Çав хушăра, 1965 çулта, иккĕмĕш сыпăкри пиччем вилнĕ.

Николай Сергеевич вилнĕ хыççăн унăн орденĕпе медальне Атнарти музея илсе кайнă.

Иккĕмĕш сыпăкри пиччен ячĕ "Астăвăм кĕнекинче" пулманран эпĕ ун пирки Етĕрнери военкоматран ыйтса ятăм. Унтан килнĕ хурав тăрăх, Николай Федотов вăрçăра пулман пек курăнать. Вара эпир тăвансемпе интернет урлă шыраса Николай Сергеевич Федотов вăрçă вăхăтĕнче хăш тĕлте çапăçнине, паттăрлăх кăтартса мĕнле орден-медале тивĕçнине тупса палăртрăмăр.

Сергей БАРИНОВ, вăрçă ачисен районти обществин председателĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5