Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пирĕн пуласлăх - çамрăксенче

Категория: Общество Опубликовано: 23.08.2017, 10:05 Просмотров: 1075

Молодежный фестиваль «Будущее за нами» оправдал ожидания, прошел ярко и красочно, оставив приятные впечатления на долгое времяАвгустăн 18-мĕшĕнче районта "Пуласлăх пирĕнте" çамрăксен фестивалĕ кăçалхипе вунтăваттăмĕш хут иртрĕ. Çак фестивале çулленех "Верентỹ аталанăвĕ" муниципаллă программăн "Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕн çамрăкĕсем" çумпрограммăна пурнăçланă май тата çамрăксен канăвне йĕркелес, патриотизм туйăмне вăйлатас, хĕрупраçпа яшсен пултарулăхне уçса пама пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ.

Кăçалхи фестиваль "Хĕвел" ача садне çỹрекенсен ташшипе пуçланчĕ. Фести-вале хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн на-чальникĕ Игорь Живоев тата Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим Зарубин протоиерей саламларĕç, çамрăксене вĕренỹре тата ĕçре ăнăçу суннипе пĕрлех тăван çĕре юратма чĕнсе каларĕç.

Фестивальте тĕрлĕ сферăра курăмлă ĕçлекенсем тата обществăлла пурнăçа активлă хутшăнакансем çамрăксен премине тивĕçрĕç. Çак чыса тивĕçнисен шутĕнче "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Кристина Мидейкина, Тралькассинчи Культура çурчĕн методисчĕ Лилия Жукова, "Янтарь" ТЯО рабочийĕ Алена Иванова, "Коминтерн" ЯХПК тракторисчĕ Сергей Мадебейкин (сăнỹкерчĕкре çук), Туканашри сысна фермин заведующийĕ Алина Абаськина, вĕренỹ пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Екатерина Макарова пулчĕç. Çавăн пекех çамрăксен патшалăх политикине пурнăçлассине пысăк тỹпе хывнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине Регина Чишкина тивĕçрĕ.

Çамрăксен уявĕ интереслĕ вăйăпа малалла тăсăлчĕ. Квест-вăйă пĕр тĕвве 11 командăна пуçтарчĕ. Çамрăксен командисем район тăрăх кăсăклă çулçỹревре пулчĕç. Вăйă Çĕнтерỹ лапамне, Çĕнĕ тата Завод урамĕ-сене, район администрацине, больницăна, спорт комплексне, Культура çуртне, райпова, ЗАГС пайне, "Бытовик" ТЯО-на çавăрса илчĕ. Вăййăн кашни тапхăрĕнче командăсене тĕрлĕ ыйту, ĕç кĕтрĕ. Жюри вĕсене тĕрĕс пурнăçланине хакларĕ.

Командăсем ăмăртнă хушăра Культура çур-чĕ умĕнчи сцена çинче районти пултаруллă ентешсем - Регина Чишкина, Николай Майоров, Анастасия Бродюкова, Татьянăпа Екатерина Мурайкинасем, Наталья Тиверкина, Диана Майорова тата Татьяна Ефремова - юрларĕç. Унсăр пуçне çамрăк ташă ăстисем тата алĕç ăстисен куравĕ уяв программине пуянлатма пулăшрĕç. Фестивальте Штанаш ял тăрăхĕн команди çĕнтерчĕ, "Хастар" ФСК-н бассейнне тỹлевсĕр çỹремешкĕн сертификата тивĕçрĕ. Ытти командăсем те грамотăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Фестиваль интереслĕ иртрĕ, пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий