ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паянхи материалта вулакансене мили-ци ĕçченĕ пулнă Юрий Григорьевский кун-çулĕпе паллаштарас тетĕп тата унăн ашшĕ, Никон Андрианович, çинчен те кĕскен каласа хăварас кăмăл пур. Вăл иртнĕ хаяр вăрçă çулĕсенче Тăван çĕршыва алла хĕç-пăшал тытса хỹтĕленĕ, фронтра батарея командирĕ пулса паттăррăн çапăçнă. Телее, вăрçăран тăван тăрăха сывă таврăннă вăл, мирлĕ пурнăçра 40 ытла çул çамрăк ăрăва пĕлỹ тата воспитани парас енĕпе ĕçленĕ. Тĕплĕнрех каласан, нумай çул тĕрлĕ шкулсен директорĕнче вăй хунă, районти вĕренỹ пайĕн заведующийĕ те пулнă. Мăшăрĕ Зинаида Георгиевна та вăрçăра (ВНОС батальонĕнче) виçĕ çул пулнă, вут-çулăм витĕр тухнă хыççăн библиотекăра вăй хунă.
Мăшăрăн аслă ывăлĕ Юрий шкулта тăрăшса вĕреннĕ, вырăсла лайăх пĕлнĕ. Çар тивĕçне виçĕ çул пурнăçланă хыççăн пултаруллă яша ялти колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ, культура çурчĕн тата спорт ăмăртăвĕсен ертỹçи пулма шаннă. Вăл ертсе пынипе çамрăксем художество пултарулăх смотрĕсенче, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче малтисен ретĕнче пулнă. Юрий Никонович ялти учительсемпе пĕрле спектакльсем лартнă, писательсемпе тата поэтсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Юрий Григорьевский чăваш çыравçи-семпе каярахпа та тачă çыхăну тытнă, чылайăшĕ ун патĕнче хăнара пулнă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вăл кĕнеке-журнал вулама питĕ юратнă, килĕнче те унăн библиотека пуян пулнă. 1969 çулта пуçаруллă та хастар çам-рăка районти спорт комитетне ертсе пы-ма суйланă. Кунта вăл кашни çулах ĕç коллективĕсемпе шкулсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелесе ирттернĕ, çав хушăрах пултаруллă хĕрсемпе каччăсене спортра малалли утăмсене тума пулăшнă. Хăй те винтовкăран е пистолетран тĕл перессипе ăста пулнă, тĕрлĕ шайри ăмăр-тусене хутшăнса сахал мар ỹсĕмсем тунă.
Ĕçленĕ вăхăтрах вăл Чулхулари педагогика институтĕнче ăс пухнă. Пилĕк çул çапла ĕçлесе, вĕренсе пурăннă хыççăн ăна шалти ĕçсен пайне çул çитмен ачасен инспекторĕ пулма чĕнсе илнĕ. "Маттур, ĕçлетĕр ку çамрăк, ăс-хакăлĕ çирĕп, тавракурăмĕ анлă тата ытти паха ырă енĕсем чылай", - тенĕ районти милици уйрăмĕн начальникĕ Н.И.Маслов. Çапла çамрăк милиционер йĕркене пăсакан çул çитменнисемпе ĕçленĕ май вун-вун ачана пур-нăçра тивĕçлĕ çул-йĕр, вырăн тупма пулăшнă. 1978 çулта преступлени тăвакансемпе кĕрешме çирĕп шухăш тытнă Юрий Никоновича Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствине ĕçлеме куçарнă.
Çĕнĕ çĕрте Юрий Никонович малтанах уголовлă шырав пайĕнче ĕçленĕ, каярахпа паспортпа виза уйрăмне ертсе пынă. Ĕçре йывăрлăхсемсĕр пулман, паллах. Сăмахран, Совет Союзĕ аркансан паспорт илмелли йĕрке улшăннă май пакунлă çынна хирĕç тăни те пулкаланă. Çапах та Юрий Никонович хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Саккунлăха çирĕплетес, йĕркене пăсакансене хирĕç кĕрешес ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн патшалăх ăна "Шалти ĕçсен службинче лайăх тăнăшăн" I, II, III степеньлĕ медальсемпе "Милици отличникĕ" паллăпа тата ытти наградăсемпе хавхалантарнă. Пирĕн ентеш запаса тухнă хыççăн канлĕх шыраман _ Чăваш патшалăх педагогика университетне ĕçлеме вырнаç- нă, наука сотрудникĕ пулнă, общество ĕçне хастар хутшăннă. Университетрах аспиран-турăра вĕреннĕ чухне педагогика наукисен кандидачĕ пулма хатĕрленнĕ.
Юрий Никонович литературăпа тата журналистикăпа та кăсăкланнă. Этем кун-çулĕпе çыхăннă "Жизнь на пользу народу" (2011 çул), "Прерванный полет" (2012 çул), "Без уважения к прошлому нет будущего" (2015 çул) кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Юрий Никонович пирки ĕçтешĕ-сем: "Служба летопиçне çыраканĕ", _ тенĕ. Мĕншĕн тесен ветеран Чăваш Енĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата милицин участокри уполномоченнăйĕсен организацийĕсен ĕç-хĕлĕ мĕнле аталанса пыни çинчен пĕрчĕн-пĕрчĕн сведенисем пухнă. Çавнашкал паха ĕçсемшĕн ăна ЧР Писательсен канашне илнĕ. Çыравçă историе тĕпчеме кăмăлланă, çав статьясем тăтăшах район е республика хаçачĕсенче кун çути курнă. Юрий Никоновичăн çемйи пирки те кăштах каласа хăварас килет. Мăшăрĕ, Венера Михайловна, Хĕрлĕ Чутайра çуралса ỹснĕ, шкул хыççăн Арзамасри педагогика институтĕнче вĕренсе учитель пулса тăнă. Çак профессипех вăл хамăр районти "Хĕвел" ача сачĕн заведующийĕнче, кайран Шупашкарта вăй хунă. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине кура тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ вăл.
Юрийпе Венера Григорьевскисен хĕрĕ Марина ашшĕ-амăшĕ пекех учитель профессине суйласа илнĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕ хыççăн шкулта ĕçленĕ. Кайран юриста вĕренсе тухнă, халĕ Мускаври патшалăх управленийĕн тата право академийĕн Шупашкарти филиаÇапла Григорьевскисем хисепе тивĕçнĕ, ятлă-сумлă çынсем.
Юрий Никонович патне таврăнса çакна хушса каламалла: ШĔМ-ре ветерансен пĕрлешĕвĕн членĕ пулнă май вăл çамрăк сотрудниксене сĕнỹсемпе нумай пулăшса пынă, хăйне мăнна хуман. Шел, унăн кун-çулĕ иртнĕ çул октябрь уйăхĕнче йывăр чире пула татăлчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал июлĕн 10-мĕшĕнче 70 çул тултаратчĕ.
Валерий РОМАНОВ.
Ноябрь 2024 |