ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Культура министерстви ялсенчи культура учрежденийĕсем тата сотрудникĕсем валли конкурс ирттерет. Заявкăсене ноябрĕн 26-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене укçан хавхалантарĕç. "Эпир çулсерен хăйсен ĕçне чунтан парăннисене, культура хаклăхĕсене халăх патне çитерекенсене пулăшатпăр", -...
Ноябрĕн 1-мĕшĕччен Раççейре инсультпа кĕрешмелли эрне пырать. Инсульт сăлтавĕсем, паллисем тата профилактики пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман неврологĕ Вера ИВАНОВА каласа парать. - Инсульт - пуç миминчи юн...
Кǎçал Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне паллǎ тǎватпǎр. Çак çулталǎка халалласа округри Тĕп вулавǎшра та чылай мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. Ҫулталӑк тӑршшӗпе вулавӑшра Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен культурине уҫса паракан тематика куравӗсем иртрӗҫ...
Чăваш Енре республикăри агропромышленность комплексĕн иккĕмĕш энциклопедийĕ кун çути курнă. АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ, пирĕн ентеш, Сорăмра çуралса ỹснĕ Александр Самылкин çак кĕнекене кăларас шухăшлă çынсенчен пĕри пулнă. "Эпир çак энциклопедие кăларма...
Хамăр тăрăхри паллă вырăнсене пирӗн пӗлмеллех. Ҫавăнпа та, нумаях пулмасть, Мишеркассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти 1-6-мӗш класс ачисем район центрне экскурсие пуҫтарăнчӗҫ, Турă Хӗресне Ҫӗкленӗ храма ҫитсе курчӗҫ. Вăл -...
Подготовлен проект приказа о проведении ЕГЭ в 2027 году Минпросвещения и Рособрнадзор подготовили проект совместного приказа об утверждении единого расписания и продолжительности проведения ЕГЭ-2027. Также в документе прописано, чем можно будет...
Чăваш Республикинче ишессипе иртнĕ ăмăртура Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Дарья Ульянова пăхăр медале илме тивĕç пулнă. Вăл хăйĕн ỹсĕмри ушкăнра "баттерфляй" мелĕпе ишсе палăрма пултарнă, дистанцие 34 çеккунтра ишсе тухнă. Дарья 2016...
Октябрĕн 18-мĕшĕнче тĕп хуламăрта спорт мастерне А.Кедярова халалланă ăмăртусем иртнĕ. ВП-60 (60 хутчен пемелле) хăнăхтарура "Хастар" спорт шкулĕнче вĕренсе ăсталăхне туптанă, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Вадим...
Хĕрлĕ Чутай салинчи автовокзал ноябрь уйăхĕнчен ĕçлеме чарăнасси пирки çỹрекен сас-хура округра пурăнакансене самаях калаçтарчĕ, пăшăрхантарчĕ. Чылайăшĕн харпăр хăй автомашини пур пулин те, пирĕн хушăра автобуспа куллен ĕçе е çывăхри...
Кăçалхи призыв çĕнĕлле иртет. Пĕрремĕш хутчен мероприятисем çулталăкĕпех пыраççĕ. Салтака каймалли каччăсене учета илессине тата вĕсемпе çыхăнса ĕçлессине вара цифра формачĕ çине куçарнă. Призывпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе эпир Чăваш...
Кăçал республикăра инвалидлăх пур ачасене ỹстерекен 417 ашшĕ-амăшĕ вăхăт çитмесĕрех пенсие тухнă. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри управленийĕ çак тĕллевпе çулсерен 8,5 миллион тенкĕ уйăрать. Пенсин вăтам виçи 20,5 пин...
Чăваш Ен Правительстви культурăпа спорт учрежденийĕсене çăмăллăхпа кĕмелли йĕркене анлăлатнă. Халĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемье членĕсем республикăри патшалăх музейĕсене тата спорт комплексĕсене тỹлевсĕрех кирек мĕн чухлĕ те кĕме...
Республикăра "Çемье" наци проекчĕпе "Земство культура ĕçченĕ" программа ĕçлет. Унта хутшăнакансене пĕр хутчен 1 миллион тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Анчах та вĕсен контрактпа килĕшỹллĕн пилĕк çул хушши республикăри ялсенчи культура учрежденийĕсенче...
Хĕрлĕ Чутай шкулĕ - округри хастар тата пысăк ỹсĕмсем тăвакан вĕренỹ учрежденийĕсенчен пĕри. Вăл вăхăт таппипе тан утма тăрăшать, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса тивĕçлĕ çĕнтерỹсем тăвать. Юлашки пилĕк çул хушшинче шкул...
Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ларура пĕлтернĕ тăрăх, "Чувашия онлайн" порталта октябрĕн 21-26-мĕшĕсенче иртнĕ сасăлава хутшăннисенчен ытларахăшĕ шăпах Наукăпа технологисен çулталăкĕшĕн хăйсен сассисене панă. Чăваш...
Октябрĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне улттăмĕш хут Çырупа тухать. Трансляцие 11 сехетре Наци телекуравĕпе тата ЮТВ, "Россия 24" телеканалсемпе кăтартаççĕ. Çавăн пекех Наци радиовĕпе итлеме, "ВКонтакте...
Верховный суд разъяснил, у кого могут конфисковать авто за пьяную езду Председатель Верховного суда РФ Игорь Краснов утвердил тематический обзор судебной практики, подготовленный президиумом ВС РФ: в документе детально разъясняются правила...
Ачана кашни çулах грипран прививка тутармалла-и? Çак ыйту ашшĕ-амăшне час-часах хумхантарать. Грипран çулсерен вакцинаци туни çак чирпе чирлесрен чи тухăçлă профилактика шутланать, ачасен чир йывăр иртесрен хỹтĕлет. Мĕншĕн-ха прививка кашни çулах...
СНИЛС çухатрăр-и? Пăшăрханма кирлĕ мар. Карттăн хаклăхĕ çук, унăн 11 цифрăран тăракан номерĕ çеç пĕлтерĕшлĕ. Ăна çынна пурнăçра пĕрре кăна параççĕ. Енчен те эсир карттăна тупаймастăр-тăк, электронлине хатĕрлеме май пур...
Юлашки виçĕ çул хушшинче çĕршывра пурăнакан çул çитмен çамрăксем терроризмла преступлени ытларах туни сисĕнет. Енчен те 2024 çулта 98 çынна явап тыттарнă пулсан, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 196 çамрăка тытса...
Çутçанталăка çын алли сиен кỹни пирки сахал мар калаçатпăр, çыратпăр. Апла пулин те сăтăр тăвакансем, илемлĕ тавралăха вараласа сиен кỹрекенсем тупăнсах тăраççĕ. Çутçанталăк вара пирĕнтен хỹтлĕх, пулăшу кĕтет. Хăшĕ-пĕрисем тавралăха тирпей-илем...
Ноябрь 2026 |
