ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
***************
ПРОДАЮ
МЕСЯЧНЫХ ТЕЛЯТ
Тел.: 8 905 197 13 63
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри юрлама пĕлсен кăна... Мартăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта çамрăк юрăçсем юрлас ăсталăха кăтартас енĕпе тупăшнă: Чăваш культурăпа искусствăсен институтĕнче Пĕтĕм Раççейри чăваш эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.
Кăçалхипе 19-мĕш хут иртнĕ пултарулăх тупăшăвне 30 ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсем Шупашкара Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисемпе облаçĕсенчен çитнĕ. Конкурсантсем халăхра анлă сарăлнă юрăсене те, çĕннисене те шăрантарнă. Кашнин сасси, кашнин пултарулăхĕ чуна хăйне май тыткăнланă.
Палăртма кăмăллă, конкурс çулсерен малашлăхлă пулас çамрăк юрăçсен çĕнĕ ячĕсене уçать. Кăçал та çаплах пулса тухнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ỹснĕ хĕрсем тивĕçлĕ кăтартусем тума пултарнă. Гран-прие Мучикасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Екатерина Мурайкина çĕнсе илнĕ. Екатерина юрлас ăсталăхне паллă чăваш юрăçи Августа Уляндина патĕнче туптать, вăл ертсе пыракан "Ярды" ушкăнра юрлать.![]()
"Кĕмĕл сасă" конкурса Штанашра пурăнакан, Çĕн Атикасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Татьяна Ефремова та хутшăннă. Таня "Чи çепĕç саслă юрăç" номинацире палăрнă. Аса илтерес килет, Татьяна Ефремова Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркеленипе 2016 çулта иртнĕ "Чутай пики" конкурса та хутшăннăччĕ. Ун чухне те вăл куракансене хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнларĕ, "Чи çепĕç пике" ята тивĕçрĕ.
А.ВАСЮКОВА, А.КАРПОВА.
Январь 2026 |
