ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Раиса Ивановна Манина (Бурина) 1947 çулта Акташ ялĕнче çуралнă. Штанашри вăтам шкултан 1966 çулта кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Горький хулине çул тытнă. Кунти мединститута 1973 çулта вĕренсе пĕтерсен çамрăк врача Муркашри тĕп больницăна врач-педиатра ĕçлеме янă. 1978 çултан пуçласа 2007 çулччен Раиса Ивановна районти больницăра врач-педиатрта тăрăшнă, 1981-2007 çулсенче - ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Раиса Ивановна хăйĕн кун-çулĕнче çĕр-çĕр ачана чир-чĕртен сыватнă, миçе çĕр пач куçне хупмасăр чирлĕ ачана ура çине тăратнă, кăна вăл хăй кăна пĕлет. Эпĕ те ачасем пĕчĕк чухне час-часах ача-пăча уйрăмне лекнĕ, хăйĕн ăшă кăмăлĕпе вăл чирлĕ ачан амăшне лăплантарма пултаратчĕ. Чир-чĕр иртсе каятчĕ.
Раиса Ивановнăн ĕçне тивĕç-липе хакланă, ăна "Отличник здравоохранения" ят парса чысланă, унăн сăнне икĕ хутчен - 1984 тата 1985 çулсенче - район Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
Раиса Манина мăшăрĕпе, Анатолий Акимовичпа, икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсен хĕрĕ Татьяна Анатольевна та амăшĕн çулнех суйласа илнĕ, хальхи вăхăтра вăл Мускав хулинче врачра ĕçлет.
Раиса Ивановна пушă вăхăтра сăвăсем хайлама юратать: "Çынна вулаттарма мар, хама валли кăна", - тет пулин те хаçата унăн сăввисене ярса пама шутларăм.
Галина ЗОТОВА.
Август 2026 |
