ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ыран - Республика кунĕ. Пĕлтерĕшлĕ кунпа çыхăннă уяв мероприятийĕсем кăçал Пăрачкав районĕнче тата Шупашкарта иртеççĕ.
Уявпа çыхăннă мероприятисем çак эрнерех пуçланнă - Ача-пăча Акатуйĕ иртнĕ, Етĕрнере спирт заводне хута янă, тĕп хулара Китай Халăх Республикин опера театрĕ пултарулăхĕпе паллаштарнă тата ытти те.
Паян Шупашкарта "Раççей регионĕсем - ỹсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем" экономика форумĕ пуçланнă, 18 сехетре "Раççей çăлкуçĕсем" пултарулăх фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçĕç, 23 сехетре вара фейерверксен фестивалĕ пулĕ.
Республика кунĕн ыранхи программи те пуян, унпа эсир тĕплĕнрех иккĕмĕш страницăра паллашма пултаратăр.
Палăртмалла, Республика кунне уявланă çĕре пирĕн районти пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнаççĕ. Райадминистрацин культура пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паян Шупашкарта иртекен "Айтăр, ташлар-и?" гала-концерта штанашсен ташă коллективĕ хутшăнать. Вĕсем унта мордва ташшине лартса парĕç. Çавăн пекех паян 13 çынран тăракан район делегацийĕ Чăваш наци музейĕнче "Хальхи саманари наци культури" ятпа иртекен наукăпа практика конференцине хутшăнать. Ыран вара районти Культура çурчĕн "Шанчăк" фольклор ушкăнĕ, Мишеркассинчи Культура çурчĕн "Сăр таппи" тата Атнарти Культура çурчĕн "Айхол" фольклор ушкăнĕсем Шупашкарта хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.
Республика кунĕнчи тĕп уяв мероприятийĕсене "Чăваш Ен" ПТРК-па тата Наци телевиденийĕпе тỹрĕ эфирта курма пулĕ.
Август 2026 |
