ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*****************************************************
В д. Тоганаши по ул. Садовая продаётся бревенчатый дом площадью 34,5 кв. на земельном участке 50 соток. Фундамент дома обновлялся. Есть плодоносящий яблоневый сад. Стоимость 300 000 руб. Тел. : 8 963 036 08 80
*******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçал районта Валериан Толстов-Атнарский çуралнăранпа 105 çул çитнине халалланă мероприятисем тăтăшах иртеççĕ.
Акă мартăн 13-мĕшĕнче "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче районти таврапĕлỹ музейне йĕркеленĕ ученăй-педагога халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.
"Чăн-чăн учительсене вĕренекенĕсем манмаççĕ" ятпа иртнĕ мероприятие "Хĕвел" ача садне çỹрекенсем, районти шкулсенче вĕренекенсемпе педагогсем, райадминистрацин вĕренỹ тата культура тытăмĕнче ĕçлекенсем, таврапĕлỹçĕсем тата ыттисем хутшăннă.
Пухăннисем Валериан Толстов-Атнарский çинчен документлă кино пăхнă, унтан шкул ачисем паллă ентешĕмĕр пирки докладсем вуласа панă. Наукăпа практика конференцине пĕтĕмлетнĕ май çĕнтерỹçĕсене палăртнă.
Пĕрремĕш вырăна Питĕркасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Евгений Хохлов (ертỹçи - Альбина Владимировна Фадеева) тухнă. Иккĕмĕш вырăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 9 А класра вĕренекен Александра Никифорова (ертỹçи - Галина Алексеевна Бровкина) тата Мишеркасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Макарова (ертỹçи - Лидия Юрьевна Яруськина) йышăннă. Виççĕмĕш вырăна Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Анастасия Яковлева (ертỹçи - Владимир Анатольевич Кашкиров) тата Хусанушкăнь шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Юлия Воробьева (ертỹçи - Светлана Вячеславовна Яруткина) пайланă.
А.ТИМОФЕЕВА.
Июнь 2026 |
