Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*****************************************************

В д. Тоганаши по ул. Садовая продаётся бревенчатый дом площадью 34,5 кв.  на земельном участке 50 соток. Фундамент дома обновлялся. Есть плодоносящий яблоневый сад. Стоимость 300 000 руб. Тел. : 8 963 036 08 80

*******************************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Вунтăххăрмĕш кĕнеки кун çути курнă

Категория: Общество Опубликовано: 06.10.2023, 14:46 Просмотров: 682

Пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕрĕн, Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Александр Трофимовăн, "Тепре куриччен!" кĕнеки пичетленсе тухнă. Тиражĕ - 800 экземпляр. Кĕнекене 16 çултан аслăрах шкул ачисем валли çырнă.

Ку авторăн 19-мĕш кĕнеки. Александр Петровичăн пĕрремĕш кĕнеки вара 2000 çулта "Сăр çинчи шурăмпуç" ятпа кун çути курнă.

Асăннă кĕнеке Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Унта тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавсем кĕнĕ. "Тепре куриччен!" повеçне автор Иван Прокопьев учителĕн çутă сăнарне асра тытса шăрçаланă. Тĕп сăнарăн темĕнле йывăрлăх витĕр те тухма тивет, анчах вăл пуçне усмасть, ырра шанма пăрахмасть. Тарават кăмăлне кура ăна пулăшакансем те тупăнсах тăраççĕ. Калавсенче автор çĕршывăмăр кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене сăнланă. "Сĕрĕмри" Ваççук, тĕслĕхрен, телейлĕ çемьере ỹснĕ. Унăн ашшĕ ял активисчĕ пулнă, амăшĕ кил-çурт ăшшине упранă, ачи-пăчине пăхнă. Анчах пăтрашуллă самана йăлт аркатать. Арçын ачан ашшĕ кĕтмен çĕртен "халăх тăшманĕ" пулса тăрать. Çын курайманлăхĕ мĕн тери хăрушшине "Юрату хăвачĕ" калавра та кăтартса панă. Зинаида Павловна вĕрентекен тăр пĕччен пурăнать. Çамрăк чухне унăн ашшĕ-амăшĕ те, савнийĕ те пулнă-çке. Эппин, ăçтан персе аннă-ши ун тĕлне хурлăхлă шăпа? Çакна калава вуласа тухсан пĕлме пулĕ. "Ашак хăлхи" хайлавра автор десантниксен паттăрлăхĕ çинчен сăмах хускатнă. Çыравçăн чĕлхи чуна пырса тивмелле витĕмлĕ те çаврăнăçуллă.

Аслă шкул ачисемшĕн кĕнеке интереслĕ те усăллă пулмалла.

Александр Трофимов 1939 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Турхан ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Уйпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче ăс пухнă. Архангельск облаçĕнче хут кăларакан комбинат тунă çĕрте, Мурманск хулинче пулă тытакан карап çинче тăрăшнă. 1958 çулта вăл тăван яла таврăннă, октябрь уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Александр Трофимов 1965-1992 çулсенче Мăн Этменти вăтам шкулта учительте, класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелỹçинче, директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, директорта ĕçленĕ. 1992 çулта ăна районти вĕрентỹ пайĕн ертỹçи пулма чĕнсе илнĕ. Ку ĕçре вăл пилĕк çул тăрăшнă. Каярахпа Александр Петрович Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта та ĕçленĕ.

Литература ĕçне А.Трофимов çамрăклах тытăннă. Вăл статьясемпе очерксем, калавсемпе повеçсем, сăвăсемпе поэмăсем çырма кăмăллать. Хайлавĕсем ытларах район хаçатĕнче тата республикăри кăларăмсенче кун çути кураççĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5