ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Лидия Андреевна СПИРИДОНОВА, Ачкасси территори пайĕн начальникĕ:
- Ачкасси территори пайĕ ултă ялтан тăрать. Унăн лаптăкĕ 7509 тăваткал метр йышăнать. Территорире икĕ вĕрентỹ учрежденийĕ - Шулю шкулĕ тата "Шур чечек" ача сачĕ - пур. Халăха виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Пĕр Культура çурчĕ, икĕ ял клубĕ тата икĕ ял вулавăшĕ ĕçлеççĕ. Кăçал Шулюри Культура çурчĕн территорине хăтлăх кĕртрĕмĕр. Кунтах спорт площадки пур.
2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунти 1054 хуçалăхра 1254 çын пурăннине регистрациленĕ. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, ытларах мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ: пĕтĕмпе 684 пуç, вĕсенчен 429-шĕ - ĕнесем. Халăх сунă сĕте патшалăха сутса тупăш илет. Территори пайĕнче сысна, сурăх-качака усракансем те пур. Чăх-чĕп кашни кил хуçалăхĕнчех чупать.
Территори пайĕн администрацине килекен кашни çынна пулăшма тăрăшатпăр, халăхпа тĕлпулусем ирттерсе тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухатпăр. Йывăр лару-тăрури çемьесемпе те ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр. Халăхпа ĕçлеме старостăсем пулăшнине палăртмалла. Вĕсем йĕркеленипе масарсенче субботниксем тăтăшах ирттеретпĕр. Акă, çак кунсенче халăх Серенкасси масарне тирпей-илем кỹрес енĕпе ĕçлерĕ. Ытти масарсене хăтлăх кỹрессипе те ĕçлетпĕр.
Тĕллевсем пысăк. Муниципаллă харпăрлăхри юлнă ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Электричество энергине перекетлес тесе пур ялта та вăхăтра çутмалли-сỹнтермелли хатĕр вырнаçтарас ĕçе туса ирттеретпĕр. Çавăн пекех вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсама палăртатпăр. Халăхпа кар тăрса ĕçлесен, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртетпĕрех. Ку енĕпе патшалăх та чылай пулăшать.
Август 2026 |
