ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
РАБОТА:
В связи с расширением производства СХПК "Коминтерн"
дополнительно требуются ветеринар, зоотехник, сварщик.
Жильё предоставляется, оплата сдельная.
Обращаться по тел.: 89520227313
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хурашаш салинчи Алякинсен çемйи Пĕтĕм Раççейри "Çулталăк çемйи" конкурсĕн "Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çемйи" номинацийĕнче çĕнтернĕ. Çак ятпа вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн МАХ-ри каналĕнче саламланă, республикăра кун пек çемьесем пурришĕн мăнаçланнине палăртнă.
Палăртмалла, Алякинсем 2025 çулта округри тата республика шайĕнчи "Çулталăк çемйи" конкурсра çĕнтернĕ. Кăçал вĕсем Чăваш Республикинчи Ĕçлев министерствинчен сĕннипе Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăннă. Вĕсем хăйсен çемйипе тата çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан ĕç тăратнă, ăна документсемпе, тĕрлĕ шайри наградăсемпе тата сăнỹкерчĕксемпе пуянлатнă.
Дмитрий Сергеевичпа Светлана Валериевна 2012 çулта çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн 2013 çулта Настя тата 2015 çулта Катя хĕрĕсем çут тĕнчене килнĕ. Алякинсен çемйине хĕрлĕчутайсем чылайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çемье пуçĕ Дмитрий Сергеевич ятарлă çар операцине 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче мобилизаципе кайнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Дмитрий Алякина "Çапăçура палăрнăшăн" (2023 ç.), "Ятарлă çар операцине хутшăнакана" тата Жуков (2024 ç.) медалĕсемпе наградăланă. Шел те, паянхи кун вăл хыпарсăр çухалнисен йышне кĕрет. Унăн мăшăрĕ Светлана Валериевна - Хурашаш ялĕн старости, Тăван çĕршыв воинĕсен çемйисен комитечĕн округри хастарĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене тĕрев парсах тăрать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
