ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
РАБОТА:
В связи с расширением производства СХПК "Коминтерн"
дополнительно требуются ветеринар, зоотехник, сварщик.
Жильё предоставляется, оплата сдельная.
Обращаться по тел.: 89520227313
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
2024 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисен пуххи - "Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…" - кун çути курнăччĕ. Аслă вырăс поэчĕн хайлавĕсене Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Д.Трубина ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Василий Кервен чăвашла куçарнăччĕ. Асăннă кăларăма вулакансем хапăлласа йышăннăччĕ, тираж хăвăрт саланса пĕтнĕччĕ. Куçаруçă вара Раççей Писателĕсен союзĕн Пушкинăн Ылтăн медальне тивĕçнĕччĕ.
Пархатарлă пуçарăва хаклани кирек кама та хавхалантарать. Василий Гаврилович çанă тавăрсах куçару ĕçне кỹлĕнчĕ темелле - кĕске вăхăтрах тепĕр алçыру хатĕрлесе çитерчĕ. Акă, нумаях пулмасть, Чăваш кĕнеке издательствинче "Три поэта. Виçĕ поэт. А.С.Пушкин, М.Ю.Лермонтов, С.А.Есенин" кăларăм пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ - Ольга Иванова, ỹнерçи - Сергей Орлов. Тиражĕ - 520 экземпляр. Аслă классенче вĕренекенсем валли тесе палăртнăскер поэзие юратакан кирек хăш ỹсĕмри вулаканшăн та интереслĕ пулĕ. Александр Сергеевичăн, Михаил Юрьевичăн, Сергей Александровичăн сăввисем чăвашла та оригиналсем пекех илемлĕ янăраççĕ, асра юлаççĕ, чуна тыткăнлаççĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
