Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                РАБОТА:

В связи с расширением производства СХПК "Коминтерн"

дополнительно требуются ветеринар, зоотехник, сварщик.

Жильё предоставляется, оплата сдельная.

Обращаться по тел.: 89520227313

 

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Раççейĕн çар историйĕнчи паллă кунĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 07.08.2026, 09:16 Просмотров: 15

Августăн 1-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта вырăс çарĕ Кагул патĕнче Турци çарне çĕнтернĕ. Çак кунах Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ Раççей çар çыннисене асăнаççĕ. 1914 çулта Германи Раççее хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.

Августăн 2-мĕшĕ. Çак кун 1572 çулта Иван Грозныйăн çар ертỹçисем Воротынскийпе Хворостинин Крым ханĕн çарне çапса аркатнă.

Августăн 6-мĕшĕ. Çак кун 1915 çулта Осовец крепоçне хỹтĕлекенсем, вĕсене сиенлĕ газсемпе наркăмăшланине пăхмасăр, атакăна тухма пултарнă. Вырăс салтакĕсенчен тĕлĕннĕ тăшман çапăçу хирне пăрахса кайнă.

Августăн 9-мĕшĕ. Çак кун 1714 çулта Гангут сăмсахĕ патĕнче Пĕрремĕш Петĕр ертсе пыракан вырăс флочĕ шведсене çĕнтернĕ.

Августăн 12-мĕшĕ. Сывлăшри çар вăйĕсен кунĕ. Çак кун 1759 çулта Салтыков ертсе пыракан çар Кунерсдорф патĕнче Прусси çарĕсене çапса аркатнă, çапла майпа çичĕ çулхи вăрçă вĕçленнĕ. Иккĕмĕш Фридрихăн çарне аркатнă хыççăн вырăс çарĕсем Берлина кĕнĕ.

Августăн 15-мĕшĕ. Çак кун 1799 çулта Суворов çарĕ Нови патĕнче французсене çапса аркатнă. Францин 7 пин салтакĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, 3 пинне тыткăна илнĕ. Августăн 20-мĕшĕ. Раççей сывлăш флочĕн кунĕ. Çак кун 1914 çулта вырăс çарĕсем Германи çарне Гумбиннен çапăçăвĕнче çĕнтернĕ. Çак кунах 1939 çулта совет çарĕсем Монголине кĕрсе кайнă яппунсем çине тапăннă. Халхин-Гол юханшывĕ патĕнче яппунсен 60 пин салтакĕ вилнĕ - пирĕннисенчен виçĕ хут ытларах. Монголи хирĕсенче яппунсене тытса чарни вĕсем СССР çине тапăнса кĕрессине чарнă.

Августăн 23-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Курск пĕкки патĕнчи çапăçу вĕçленнĕ, Харькова ирĕке кăларнă. Тăшман 500 пин салтак, 1500 танк, 3700 самолет çухатнă.

Августăн 24-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта Молдавин тĕп хулине Кишенева ирĕке кăларнă. Пирĕн çарсем 140 километр малалла иртнĕ, тăшманăн 18 дивизине тĕп тунă.

Августăн 28-мĕшĕ. Çак кун 1739 çулта Бурхард Миних ертсе пыракан вырăс çарĕсем Турци çарĕсене çапса аркатнă. Августăн 29-мĕшĕ. Çак кун 1813 çулта вырăс гвардийĕ Кульма патĕнче французсемпе çапăçнă чух палăрнă. Çак кунах 1944 çулта Ясско-Кишенев операцийĕ вĕçленнĕ - Молдавие ирĕке кăларнă, Румыние - вăрçăран.

Августăн 30-мĕшĕ. Çак кун 1757 çулта Степан Федорович Апраксин ертсе пыракан вырăс çарĕсем Гросс-Егерсдорф патĕнче Прусси çарне çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6