Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                РАБОТА:

В связи с расширением производства СХПК "Коминтерн"

дополнительно требуются ветеринар, зоотехник, сварщик.

Жильё предоставляется, оплата сдельная.

Обращаться по тел.: 89520227313

 

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хĕрлĕ Чутай сали çĕнелĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.08.2026, 14:25 Просмотров: 11

Пирĕн округăн "Возрождение улицы Новая: сохраняя историю и создавая будущее" проекчĕ Пĕтĕм Раççейри хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли чи лайăх проектсен XI конкурсĕнче çĕнтернĕ. Палăртмалла, Сĕнтĕрвăрри хули те асăннă конкурсра çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарнă. Çак ятпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хĕрлĕчутайсене тата сĕнтĕрвăррисене МАХ-ри хăйĕн каналĕнче саламланă, çĕнĕ проектсене пула унта пурăнакансем валли асăннă территорисем тата хăтлăрах, илĕртỹллĕрех пуласса шаннине пĕлтернĕ.

Çитес çул "Пурнăç инфратытăмĕ" наци проекчĕ пулăшнипе Хĕрлĕ Чутай сали улшăнма тытăнĕ: пĕтĕмĕшле 72 миллион тенкĕлĕх хăтлăлатмалли калăпăшлă ĕçсем пуçланĕç. Вĕсенчен федераци бюджетĕнчен 32 миллион ытла тенкĕ уйăрĕç, ытти пайĕ - республикăри тата вырăнти бюджетсенчен.

Çĕнтерỹçĕсене августăн 10-мĕшĕнче Мускавра "Россия" наци центрĕнче чысланă. Пирĕн округран унта округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - территорисене хăтлăлатассипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ Вера Ярабаева хутшăннă. 

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6