Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                               

 

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Промышленность аталанать

Категория: Общество Опубликовано: 28.08.2026, 10:57 Просмотров: 7

Чăваш Ен Правительствин эрнесерен ирттерекен планеркинче республикăн 2026 çулхи çичĕ уйăхăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвне тунă. Регион ертỹçи Олег Николаев палăртнă тăрăх, Чăваш Ен промышленность аталанăвĕпе Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, Раççейре - 12-мĕш.

Асăннă тапхăрта регионти предприятисем 426 миллиард тенкĕлĕх продукци сутнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 15 процент ытларах).

Аграри секторĕнче 75,3 пин тонна аш-какай, 309,1 пин тонна сĕт тата 326 миллион çăмарта туса илнĕ. Саласене тата отрасле аталантарма 7,8 миллиард тенкĕ хывнă, вĕсенчен 4 миллиардне фермерсене тата аграрисене пулăшма уйăрнă.

Экономика ỹснине кура республикăра пурăнакансен вăтам ĕç укçи те хăпарнă, 72 пин тенке çитнĕ.

Республика бюджечĕн тупăшĕ 40 процент таран ỹснĕ, 88,5 миллиард тенкĕпе танлашнă.

Строительство сферине илес пулсан, 352,2 пин тăваткал метр çурт-йĕре хута янă. Ку енĕпе Шăмăршă, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле округĕсем малта пыраççĕ. Çулталăк вĕçлениччен регионта 20 миллиард тенкĕлĕх 111 инвестици тата 289 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртме планланă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4