Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пуласлăха шанса суйларăмăр

Категория: Общество Опубликовано: 25.09.2026, 14:21 Просмотров: 23

Сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр.

Малтанхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх, республикăра суйлава 551166 çын (60,80 процент) хутшăннă, вĕсенчен 17,77 проценчĕ дистанци мелĕпе сасăланă. Елчĕксем, патăрьелсем, красноармейскисем, комсомольскисем, пăрачкавсем суйлава хастар хутшăннă.

Республикăра пĕр мандатлă Канаш тата Шупашкар суйлав округĕсенчен Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче Анатолий Аксаковпа Алла Салаева çĕнтерчĕç.

Пĕр мандатлă 42 № Канаш суйлав округĕнче Анатолий Аксаковшăн 125203 çын (45,31 проценчĕ) сасă панă. Иккĕмĕш вырăна Радимир Егоров ("Единая Россия") тухнă, уншăн 15,36 проценчĕ сасăланă. Виççĕмĕшĕ - Александр Андреев (КПРФ), уншăн 13,90 проценчĕ сасă панă.

Пĕр мандатлă 43 № Шупашкар суйлав округĕнче Алла Салаевашăн 137113 çын (50,59 проценчĕ) сасă панă. Иккĕмĕш вырăна Александр Филиппов (КПРФ) тухнă, уншăн 15,90 проценчĕ сасăланă. Виççĕмĕшĕ - Константин Степанов (ЛДПР), уншăн 9,94 проценчĕ сасă панă.

Партисемпе илес пулсан кăтартусем çапларах: "Единая Россия" партишĕн 276199 çын (50,18 проценчĕ) сасăланă. КПРФ-шăн 100019 çын (18,17 проценчĕ) сасăланă, "Новые люди" партишĕн - 49577 çын (9,01 проценчĕ), ЛДПР-шăн - 45166 çын (8,21 проценчĕ), "Справедливая Россия" партишĕн - 33578 çын (6,10 проценчĕ), "Партия пенсионеров" - 20046 (3,64 проценчĕ), "Российская экологическая партия "ЗЕЛЕНЫЕ" партишĕн - 5819 çын (1,06 проценчĕ), "КОММУНИСТЫ РОССИИ" партишĕн - 5216 çын (0,95 проценчĕ), "Родина" партишĕн - 3489 çын (0,63 проценчĕ), "Политическая партия "Партия прямой демократии" - 1591 çын (0,29 проценчĕ).

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов