Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Чăн телей эсир пурри

Категория: Общество Опубликовано: 25.09.2026, 14:30 Просмотров: 13

Çак ятпа иртнĕ эрнере Алексей Никитинăн сăвăсемпе юрăсен кĕнеки «Своя типография» тулли мар яваплă обществăра пичетленсе кун ҫути курчĕ. Кĕнекере авторăн 21 сăввипе 13 юрри вырăн тупнă. Вĕсене паллă сăвăҫ, юратнă композитор Алексей Михайлович Никитин тĕрлĕ ҫулсенче ҫырнă. Алексей Михайлович хăй те кашни ҫыншăн ăшă та ырă сăмахсем шеллемест, унăн пултарулăхĕнче яланах ырăлăх палăрать, сăвви-юррисем пурнăҫа юратма, хаклама вĕрентеҫҫĕ…

Алексей Михайлович Никитин 1956 çулхи сентябрĕн 23-мěшěнче Канаш тǎрǎхěнчи Çавал шывě хěрринче вырнаçнǎ Çěнě Мами ялěнче хресченсен çемйинче çуралнǎ.

Ашшěне, Михаил Никитича, питě ěçчен пулнǎран ялта хисеплесе «Пурнǎç Михали» тесе чěннě. Амǎшне, Федосия Григорьевнǎна, çав тери ырǎ кǎмǎллǎ, чǎтǎмлǎ пулнǎшǎн, харкашманшǎн, пур çынпа та пěр чěлхе тупма пултарнǎшǎн «Дипломат» тесе хисеп тунǎ. Паянхи кун та чылай чухне çывǎх тǎванěсем Алексей Михайловича «Аннӳ чěлхипе калаçатǎн, Алеша», - теççě.

Вунǎ çулта Алексей Михайлович ашшěсěр тǎрса юлать. Çавǎнпа та вǎл амǎшне тата аслǎ тǎватǎ аппǎшне, вěсен мǎшǎрěсене мěн пěчěкрен пǎхса çитěнтернěшěн чун-чěререн тав тǎвать.

1964-1972 çулсенче вǎл тǎван ялти сакǎр çул вěренмелли шкулта пěлу пухнǎ. 1972-1974 çулсенче Канаш тǎрǎхěнчи Шǎхасан салинчи Çеçпěл Мишши ячěллě вǎтам шкулта 9-10-мěш классенче вěреннě.

Ача чухнех вǎл районти тата республикǎри спорт ǎмǎртǎвěсене хастар хутшǎнса çитěнӳсем тунǎ. Çавǎнпах пулě шкултан вěренсе тухнǎ хыççǎнах Шупашкар хулинчи Иван Яковлевич Яковлев ячěпе хисепленекен Чǎваш патшалǎх педагогика институтне физкультура факультетне вěренме кěнě.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий