ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн округра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе "Уçă калаçу" иртнине хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче пĕлтернĕччĕ. Çак кун округ аталанăвĕн ыйтăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, пирĕн округăн тĕрлĕ сферăри ĕç-хĕлне тишкерчĕç. Кунсăр пуçне ĕçре палăрнисене наградăсемпе те чысларĕç.
Акă, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Хĕрлĕ Чутайри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрĕн" заведующийĕ Валентина Таерова, "Коминтерн" ЯХПК ĕçченĕ Михаил Матвеев, районти тĕп больницăн терапевчĕ Елена Хораськина Чăваш Республикин Мининстрсен Кабинечĕн Тав сăмахне илме тивĕç пулчĕç. "Коминтерн" ЯХПК ертỹçи Альбина Новикова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу панăшăн çар чаçĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ.
Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикин строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн Тав сăмахĕпе "Хĕрлĕ Чутайри Жилсервис" тулли мар яваплă обществăн хăтлăх кỹрес енĕпе ĕçлекен мастерне Валерий Миронова, "Красночетайскагроснаб" слесарьне Николай Сарина тата слесарь-водительне Николай Федорова чысларĕç.
Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн Тав сăмахне округ администрацийĕн строительство пайĕн специалисчĕ Владимир Кузьмин, Петр Мерескин уйрăм предприниматель тата "Стройресурс" директорĕ Алексей Еремеев тивĕçрĕç.
Хамăр корр.
Октябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
