ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Сентябрĕн 16-мĕшĕнче Питĕркасси шкулĕнче хальхи йышши спорт лапамĕ уçăлчĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене тытма пулăшĕ.
Проект Чăваш Республикин "Физкультурăпа спорттаталанăвĕ" тата "Раççей спорчĕ" патшалăх программисемпе пурнăçа кĕнĕ.
Çĕнĕ спорт лапамне резинăпа витнĕ, хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă. Объектăн инфратытăмĕ 26 тренажертан тăрать, вĕсен йышĕнче - швед стенкисем, гимнастика тенкелĕсем, каштасем тата ытти те.
Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 5,096 миллион тенкĕпе танлашнă. Укçа-тенке çапларах уйăрнă: резина сийне çитерсе вырнаçтарма - 984 000 пин тенкĕ; спортпа техника оборудованийĕпе тивĕçтерме - 2 612 362 тенкĕ; ГТО нормативĕсене тытмалли зонăна йĕркелеме - 1 499 258 тенкĕ.
"Эпир çĕнĕ лапампа питĕ кăмăллă, халĕ кунта кашни кунах сывлăха çирĕплетĕпĕр", - пĕлтернĕ хăйсен кăмăл-туйăмне шкул ачисем.
"Пур ỹсĕмри çынсен те - хулара пурăнакансен те, ялта пурăнакансен те - спортпа туслашма, сывлăхне çирĕплетме тата пирĕн йăла-йĕркесене упраса хăварма майсем пулччăр тесе тăрăшатпăр. Çак ĕçе эпир ăнăçлă пурнăçласа пыратпăр", - савăнăçлă лару-тăрăва хутшăнса палăртнă регион ертỹçи Олег Николаев.
Анна ВАСЮКОВА
Октябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
