ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Правительствинче эрнесерен иртекен планеркинче икĕ е ытларах ачаллă çемьесене çулсерен паракан çĕнĕ тỹлевĕн пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.
Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа икĕ е ытларах ачаллă çемьесене тупăшран илекен налук тỹлевĕн пĕр пайне каялла тавăрса парасси çинчен йышăну пулнă. Иртнĕ çул 13 процентлă ставкăпа илнĕ налука 6 процентпа шутлаççĕ, ыттине каялла тавăрса параççĕ. Çакă çемьесен бюджечĕсене тултарма май паракан пулăшу пулса тăмалла.
Чăваш Енре тỹлеве 17 пин çын пурĕ 450 миллион ытла тенкĕлĕх илнĕ те ĕнтĕ. Вăтамран кашни çемьене 27-шер пин тенкĕ тивĕçнĕ.
Енчен те эсир йĕрке тăрăх çав тỹлеве тивĕçлĕ, ăна 2025 çулшăн илес тесен заявление кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр памалла. Çакна "Патшалăх пулăшăвĕ" порталта, нумай функциллĕ центрсенче, социаллă фондăн клиент службисенче тума май пур. Сирĕн заявление вăтамран 4 кун хушшинче пăхса тухмалла, 2-3 кунран тỹлев сирĕн счет çине куçмалла.
"Пирĕн тĕллев - пулăшу мерисем пуриншĕн те ăнланмалла та ансат пулччăр, вĕсем тивĕçлĕ кашни çемьене çитчĕр тесе тăрăшасси. Малашне те ачаллă çемьесене валли çакăн пек адреслă пулăшу программисене аталантарса пырăпăр", - палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Октябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
