Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çурт çĕклес ĕç малалла пырать

Категория: Общество Опубликовано: 25.09.2026, 14:44 Просмотров: 15

Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ урамĕнче нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт çĕклес ĕç малалла пырать.

Ку салара юлашки пилĕк çул хушшинче хăпартнă нумай хваттерлĕ виççĕмĕш çĕнĕ çурт пулать. Контракт условийсемпе ăна 2027 çулта хута ямалла.

Округ администрацийĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ граждансен категорине çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕнĕ çуртри хваттерсен пайне социаллă нуша валли туянĕç: 10-шне тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасене, 14-шне округ аталанăвĕшĕн ĕçлеме кăмăл тунă çамрăк специалистсене парĕç.

Çичĕ граждан пая хутшăнма килĕшỹ тунă ĕнтĕ. Ытти хваттерсене сутĕç.

Асăннă çурт сала центрĕнче вырнаçнă. Кунта инфратытăм та аталаннă. Проектпа ун территорине хăтлăлатĕç. Кунта хальхи йышши ача-пăча лапамĕ, автомобильсем тăратмалли вырăн пулĕ.

Хваттер туянас кăмăл пуррисем информацие округ администрацийĕн территорисене хăтлăлатас тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленине шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ: 8 (83551) 2-12-40.

Анна ВАСЮКОВА

Добавить комментарий