Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Тĕрĕс апатланатăр-и?

Категория: Общество Опубликовано: 02.10.2026, 13:15 Просмотров: 20

Ват çынсен апат-çимĕçĕ тĕрлĕрен, хăвăрт ирĕлекен тата биологи енчен пуян пулмалла. Рациона кĕртнĕ продуктсенче белок, витаминсемпе тăварсем, уйрăмах кальци, кали тата тимĕр пулма кирлĕ.

Ватăлма пуçланă çынсен кунне 4-5 хутчен пĕчĕк порцисемпе çимелле. Апат хатĕрленĕ чухне шăлсем, апат ирĕлтерекен органсем çинчен манма кирлĕ мар. Ытлашши çисе лартни организма сиен кỹрет. Апат-çимĕç калорийĕн пĕр кунхи норми 2000-2400 ккал пулмалла. Паллах, çыннăн ỹт-пỹ активлăхне шута илмелле. Кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулсан çак виçе тата пĕчĕкрех пулма кирлĕ. Çавăнпа та ỹт-пỹ йывăрăшне тĕрĕслесех тăмалла, рационта çуллă, ăшаланă апат-çимĕç пулмалла мар. Çăмарта саррине те сахалрах çиме тăрăшмалла. Ăна эрнере икĕ хутчен кăна çимелле.

Апат-çимĕçе пысăк пахалăхлă ỹсен-тăран çăвĕпе хатĕрлемелле. Вăл юнри холестерин шайне чакарать, тымарсене вăхăтсăр ватăласран хỹтĕлет. Çусене чакарнă вăхăтрах рациона белокпа пуян апат-çимĕç кĕртмелле: унăн виçи (кунне) арçынсен 85 грамм пулмалла, хĕрарăмсен - 75 грамм.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6