Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ял хĕрарăмĕсен кунне паллă тăватпăр

Категория: Общество Опубликовано: 09.10.2026, 19:22 Просмотров: 7

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 2026 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн октябрĕн 16-мĕшĕнче çулсерен Ял хĕрарăмĕсен кунне ирттерме пуçлăпăр.

Çак кунпа çыхăнтарса Чăваш Енри Хĕрарăмсен юхăмĕн пуçарăвĕпе килĕшỹллĕн республикăра тата округра чылай мероприяти иртет. Вĕсенчен чи анли - "Берегиня села" премие илме тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура саламлани. Вăл октябрĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртĕ.

Иртнĕ эрнерех округ администрацийĕ округра çак конкурса хутшăнакансене палăртрĕ, кандидатсен докуменчĕсене тăратрĕ. Асăннă конкурса хутшăнакансем пирки социаллă сетьре материалсем пичетленчĕç, вулакансенчен (Сирĕнтен чылайăшĕ) "ВКонтакте" социаллă сетьри округ администрацийĕн ушкăнĕ урлă маттур хĕрарăмсемшĕн килĕшнине палăртса лайксем лартса тата комментарисем çырса пĕлтерчĕç. Премие 10 номинаципе тивĕçĕç: "Хозяйка земли", "Созидательница", "Душа сообщества", "Энергия нового пути", "Надежная опора", "Голос села", "Мудрость материнства", "Сила характера", "Благое деяние", "Горизонты развития".

Савăнсах пĕлтеретпĕр, пирĕн округран "Берегиня села" премие илме конкурса 11-ĕн хутшăнаççĕ, вĕсем:

1) Светлана Ивановна Михопарова, "Санккино" сыр завочĕн ертỹçи - "Созидательница" номинаципе;

2) Лариса Владимировна Оринова, уйрăм предприниматель - "Созидательница" номинаципе;

3) Валентина Николаевна Плисова, пилĕк ача амăшĕ - "Мудрость материнства" номинаципе;

4) Ольга Вячеславовна Макарова, "Хастар" спорт шкулĕн тренерĕ - "Сила характера" номинаципе;

5) Лариса Геннадьевна Данилова, округри тĕп библиотека ĕçченĕ - "Душа сообщества" номинаципе;

6) Екатерина Михайловна Походкина, Калкасси ялĕнче пурăнать - "Хозяйка земли" номинаципе;

7) Алина Николаевна Оринова, "Пирĕн пурнăç" хаçатăн тĕп редакторĕ - "Голос села" номинаципе;

8) Светлана Валериевна Алякина - ятарлă çар операцине хутшăнаканăн мăшăрĕ - "Благое деяние" номинаципе;

9) Татьяна Дмитриевна Устинова, Тури Çĕрпỹкассинче пурăнать - "Энергия нового пути" номинаципе;

10) Вероника Николаевна Архипова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорĕ - "Горизонты развития" номинаципе;

11) Екатерина Николаевна Вазикова, райбольницăн тĕп врачĕ - "Надежная опора" номинаципе.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6