Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ачасене вĕрентеççĕ, малашлăха çул уçаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 09.10.2026, 19:28 Просмотров: 7

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта Учитель кунне халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие округри шкулсенче вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, шкул ертỹçисем хутшăнчĕç. Вĕсем хăнасенчен ырă та ăшă сăмахсем йышăнчĕç.

Педагогика тата воспитани ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Çĕн Атикасси шкулĕн хими тата биологи вĕрентекенне Валентина Анисимовна Ядранскаяна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят парса чысларĕç.

Чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Венера Вячеславовна Майорова Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Çĕн Атикасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Надежда Ивановна Яковлева Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин Тав сăмахне илме тивĕç пулчĕ.

Уявра вĕрентỹ сферинче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хусанушкăнь шкулĕн географи тата физкультура учителĕ Альбина Александровна Макарова, Мăн Этмен шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Надежда Мефодьевна Фадеева, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Надежда Валентиновна Хохлова округ администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6