ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Лавккана каятăн-и, çутăпа газшăн тỹлетĕн-и, çурт çĕклетĕн-и - "ылтăн-кĕмĕлсĕр" май çук. Çавăнпа та шăпăрлансене пĕчĕкренех укçа-тенкĕ перекетлеме хăнăхтарса пыратпăр. Çакă ашшĕ-амăшне те çăмăллăх парать. Лавккана кĕрсен амăшĕнчен кирлĕ-кирлĕ мар япала туянса пама ыйтакан ачасене пĕрре мар куратпăр-çке. Хайхискерсем макăрса та тархаслаççĕ, урисемпе те тапкалашаççĕ - ашшĕ-амăшĕн ăçта кайса кĕмелле, туянса памах тивет.
Çапла ан пултăр тесе ачасемпе тĕрлĕ енлĕ занятисем ирттеретпĕр. Вĕсем укçа хакне пĕлччĕр, çемье бюджечĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхса пыччăр. Ачасем экономика ăнлавĕсене çăмăллăн ăша хывччăр тесе вара палланă сюжетсемпе усă куратпăр, вĕсене кĕске мультфильмсем тата юмахсем урлă çитерме тăрăшатпăр. "Муха-Цокотуха" мультфильма илер. Кунта сăмах укçа-тенкĕ, тупнă-туяннă япала, хăналасси пирки пырать. Çак самантсем ачана мĕне вĕрентеççĕ-ха? Япала тупасси вăл ăнсăртран пулать. Укçа-тенкĕпе кирлĕ япала туянмалла е тус-юлташсене хăналама апат-çимĕç илмелле. Çакăн хыççăн ачасемпе "Лавккалла" выляни усăллă. Вĕсем тетте укçасемпе тĕрлĕ таварсем туянччăр.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Ноябрь 2026 |
