ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çакăн пек шухăшлавпа пурăнать педагогика, культура, вырăнти хăйтытăмлăх ветеранĕ Валерий Константинович Романов. Вăл çак кунсенче 75 çул тултарчĕ. Ăна округри аслă ăрури çынсем пурте питĕ лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕпе чун-чĕрине, нумай енлĕ хастарлăхĕпе пултарулăхне Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕпе çыхăнтарнă.
Валерий Константинович 1951 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем вăхăтĕнче иртнĕ. Унăн ашшĕ, Константин Владимирович, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, нумай çул хушши районти ялхуçалăх управленийĕн тĕп бухгалтерĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ - Елена Егоровна, Карăкçырми ялĕнче çуралнăскер, Туктамăшри сакăр çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче тимленĕ, "Халăх çутĕç отличникĕ" тата "Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Романовсен çемйинче ултă ача ỹснĕ. Валерин пиччĕшĕсем - Анатолийпе Александр, аппăшĕсем - Галина, Екатерина, Евдокия. Çемьере ачасене тĕрĕс воспитани, ăс-хакăл парса, тĕрлĕ енлĕ аталантарса, хăйсен тĕслĕхĕпе килти ĕçсене юратса тĕплĕ тума вĕрентсе çитĕнтернĕ. Ĕçе юратасси, аслисене хисеплесси, çĕннипе кăсăкланасси, вĕренỹре яваплăха туясси çемьери тĕп тĕллевсем пулнă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Ноябрь 2026 |
