Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курасчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 16.10.2026, 10:20 Просмотров: 16

Округ территорийĕнче хăш-пĕр граждансемпе юридици сăпачĕсем çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курмаççĕ. Хыт хурапа ашкăрса ларакан çĕр лаптăкĕсене курсан чун ыратать. Çакă округ администрацине те пăшăрхантарать. Çавна май тĕрĕслевсем те иртеççĕ. Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе эпир округ администрацийĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе Алина Абаськинапа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Алина Львовна, округри çĕр харпăрлăхçисем хăйсен лаптăкĕсемпе епле усă кураççĕ?

- Округ администрацийĕ çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курас ыйтăва тимлĕхре тытать. Шел те, тĕллевлĕ усă курманнисем пур. Ку ыйту çивĕч тăрать. Паянхи куна 137 гражданпа юридици сăпачĕ тĕлĕшпе 96 çĕр лаптăкĕ пирки асăрхаттарусем патăмăр. Тĕрĕсленĕ лаптăк 2621 гектарпа танлашрĕ. Асăрхаттарусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх паянхи куна пилĕкĕн çĕр лаптăкĕпе малашне усă курма хирĕçлерĕç.

- Çĕрсене тĕрĕслес ĕç еплерех пулса пырать? Каласа парсамăр, тархасшăн.

- Эпир муниципаллă çĕрсен тĕрĕслевĕпе 2025 çулта кĕркунне ĕçлеме пуçларăмăр. ЧР Ялхуçалăх министерстви пире тĕллевлĕ усă курман çĕр участокĕсен реестрĕпе тивĕçтерчĕ. Çав реестра йывăçланса е çумкурăкпа ашкăрса ларакан çĕр участокĕсем кĕнĕ. Çĕр участокĕсем пĕрисем харпăрлăхра, теприсем пай харпăрлăхĕнче е тара илнисем пулма пултараççĕ. Палăртмалла, маларах ку ĕçпе эпир çителĕксĕр вăй хунă. Тĕрĕслемелли çĕр лаптăкĕсем чылай. Малалла ку енĕпе аванрах ĕçлесшĕн. Сăмах май, республикăра ку енĕпе Шупашкар муниципаллă округĕ лайăх ĕçлесе пынăран эпир унти ĕçтешсен опычĕпе паллашрăмăр, вĕрентĕмĕр.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6