Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

День сельской женщины / Ял хĕрарăмĕн кунĕ

Категория: Общество Опубликовано: 16.10.2026, 10:26 Просмотров: 14

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн пуçарăвĕпе паян республикăра пĕрремĕш хутчен "Ял управçи" регион премине парĕç. Çак награда "Ялта чи лайăххисем" программăн пайĕ пулса тăрать. Çавăн пекех ăна кăçал пĕрремĕш хутчен уявлакан Чăваш Енри Ял хĕрарăмĕн кунне халалланă.

"Ял-салана кашни кун чĕрĕрех те вăйлăрах тăваканнисене курни тата вĕсен ячĕсене пĕлтерни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çак преми - кашни пуçарура темиçе теçетке çыннăн шăпи тăнине кăтартакан историсем пирки. Хăйĕн çĕрĕ çинче вăй хуракан кашни хĕрарăм унăн ĕçне курнине тата хакланине пĕлтĕр", - палăртать "Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ" республикăри обществăлла организацийĕн председателĕ Наталья Николаева.

Премие 10 номинаципе тивĕçĕç: "Хозяйка земли", "Созидательница", "Душа сообщества", "Энергия нового пути", "Надежная опора", "Голос села", "Мудрость материнства", "Сила характера", "Благое деяние", "Горизонты развития".

Конкурса муниципаллă округ территорийĕнче икĕ çултан кая мар пурăнакан е ĕçлекен хĕрарăмсем хутшăнма пултарнă. Конкурса хутшăнакан кашни хĕрарăм пирки çырнине "ВКонтакте" социаллă сетьре округ администрацийĕн страници çинче вырнаçтармалла, ун айĕнче килĕшнине палăртса лартнă 200 лайкран сахал мар пулмалла пулнă. Аса илтеретпĕр, асăннă премие тивĕçме конкурса пирĕн округран 11 хĕрарăм хутшăнчĕ. Вĕсенчен кашниех юратнă тăван тăрăха илемлĕрех те пуянрах тăвасшăн.

Çĕнтерỹçĕсене паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртекен уявра чыслаççĕ. Наградăсем панине Чăваш Наци телевиденийĕн эфирĕнче курма пулĕ.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6