Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Салтак амăшĕсемпе мăшăрĕсем валли - çавра сĕтел

Категория: Общество Опубликовано: 16.10.2026, 10:28 Просмотров: 13

Октябрĕн 9-мĕшĕнче округри тĕп библиотекăра Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ пуçарнипе Чăваш Енри Ял хĕрарăмĕн кунне халалласа "Сильные духом женщины" çавра сĕтел иртрĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсене пĕрлештерчĕ.

Паттăр ентешсен амăшĕсемпе мăшăрĕсене çывхарса килекен уяв ячĕпе округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Живоев, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн округри уйрăмĕн председателĕ Вероника Архипова, республикăри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен çемйисен комитечĕн округри хастарĕ Светлана Алякина, округри клиент службин ертỹçи Алина Ежеева тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Орлова саламларĕç, амăшĕсене паттăр ывăлсем çуратса ỹстернĕшĕн чĕререн тав турĕç.

Мероприяти ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ, паттăр ентешсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем пĕр-пĕринпе калаçрĕç, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç. Вĕсем çак тĕлпулăва йĕркелекенсене хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн, ятарлă çар операцине хутшăнакан çывăх çыннисене манманшăн тав турĕç.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6