Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ял хĕрарăмĕсем спортпа та туслă

Категория: Общество Опубликовано: 16.10.2026, 10:32 Просмотров: 13

- Октябрĕн 9-мĕшĕнче округра Чăваш Енри Ял хĕрарăмĕн кунне халалласа "Грация села" спорт уявĕ иртрĕ. Çак кун "Хастар" спорт шкулĕн спорт залĕнче тĕрлĕ сферăра тăрăшакан хĕр-хĕрарăмсем, шкул ачисем пухăнчĕç.

Уяв флешмобран пуçланчĕ. Унтан спортпа туслă хĕрарăмсем тĕрлĕ дисциплинăра хăйсен вăйĕсене виçрĕç, шашкăлла вылярĕç, дартс енĕпе тупăшрĕç, хутăш эстафетăна хутшăнчĕç, ГТО нормативĕсене тытрĕç. Пурте округ администрацийĕн грамотине тивĕçрĕç.

Спорт мероприятийĕнче чи çамрăк тата чи аслă спорт тусĕсене те палăртрĕç. Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекен София Макарова "Будущее родного края" номинацире палăрчĕ. Ăна "Детский мир" лавккан сертификатне парса хавхалантарчĕç. Спорт ветеранĕ Людмила Михуткина "Хранительница традиций и спортивного духа" номинацире çĕнтерчĕ.

- Октябрĕн 15-мĕшĕнче вара Шупашкар округĕнчи Ишлей салинче Чăваш Республикин муниципаллă округсенчи хĕрарăмсем хушшинче Спартакиада иртнĕ. Спорт уявне Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсем (вĕрентекенĕ - Светлана Николаевна Петрейкина, шкул директорĕ - Марина Федоровна Парикова), Чăваш Республикин хĕрарăмсен союзĕн округри председателĕ Вероника Николаевна Архипова тата ыттисем хутшăннă. Спортсменсем ГТО эстафетинче ăмăртнă, шашкăлла (кунта Тралькассинчи Галина Андреевна Ермеева тата "Пилеш" ача садĕнче тăрăшакан Татьяна Владимировна Кондратьева вăйĕсене виçнĕ) тата волейболла вылянă, дартсра спорт ветеранĕ Людмила Алексеевна Михуткина, Хусанушкăнь шкулĕнчи Альбина Александровна Макарова, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Галина Валерьевна Алексеева тупăшнă.

Çĕнтерỹçĕсене Чăваш Республикин Физкультура тата спорт министерствин дипломĕсемпе чысланă. Чи аслă спортсмен "Хранительница традиций и спортивного духа" номинацире сертификата тивĕçнĕ, чи кĕçĕнни вара - "Будущее родного края" номинацишĕн.

Анна АЛЕКСЕЕВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6