Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Чи хастаррисем тата пултаруллисем - хусанушкăньсем

Категория: Общество Опубликовано: 16.10.2026, 10:38 Просмотров: 16

Октябрĕн 8-мĕшĕнче округра чăн-чăн пултарулăх уявĕ - шкул театрĕсен IV "АСАМ" фестивалĕн муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ.

Округри çичĕ шкулта вĕренекен 77 çамрăк хăйсен наставникĕсем ертсе пынипе куракансене асра юлмалли кăмăл-туйăм парнеленĕ. Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă постановкăсем юрăсемпе, сăвăсемпе пуян пулнă, тарăн шухăшлăхĕпе кашнин чунне тыткăнланă.

Йĕркелỹçĕсемпе жюри вĕренекенсем фестивале пысăк шайра хатĕрленнине палăртнă. Пĕрремĕш вырăна Хусанушкăнь шкулĕн "Юмах" театрĕ тивĕçнĕ. Атнар шкулĕн "Хунав" театрĕ иккĕмĕш пулнă. Мăнэтменсемпе питĕркассисем виççĕмĕш вырăна пайланă.

"Чи лайăх арçын ролĕ" номинацире Хусанушкăнь шкулĕнче вĕренекен Даниил Егоров çĕнтернĕ. "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацире Атнар шкулĕнче ăс пухакан Надежда Кузьмина палăрнă.

"Ачасем çине пăхатăн та, пирĕн малашлăх шанчăклă алăра пулнине ăнланатăн. Вĕсем пур енĕпе те - вĕренỹре те, спортра та, культурăра та - пултаруллă. Çакă округра "Çамрăксем тата ачасем" наци проекчĕ тухăçлă ĕçленине çирĕплетет, ачасене çитĕнỹсем тума малашлăха çул уçса парать", - палăртнă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров.

Чи хастар артистсем, хусанушкăньсем, округ чысне Етĕрнере ноябрь уйăхĕнче темиçе округ хушшинче иртекен фестивальте хỹтĕлĕç. Республика шайĕнчи пĕтĕмлетỹ фестивалĕ вара декабрьте иртĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6