Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Кăмакасемпе асăрхануллă пулăр

Категория: Общество Опубликовано: 16.10.2026, 13:49 Просмотров: 11

Пушара пула çын пĕр самантрах нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлма пултарать. Тимлĕхсĕр пулни пысăк инкек патне çитерет. Çавна май хутса ăшăтмалли тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вут-çулăм кил-çуртра кăна мар, мунчасенче те алхасма пултарать. Статистика кăтартнă тăрăх, округра çулталăк пуçланнăранпа "хĕрлĕ автан" 14 хутчен хуçаланнине регистрацилерĕмĕр. Пушарсен сăлтавĕ ытларах чухне (36 проценчĕ) кăмакасен юсавсăрлăхĕпе, вĕсемпе тĕрĕс усă курманнипе çыхăннă. Çавна май мунчасем ытларах çунаççĕ те.

Пушартан сыхланас тесен ансат правилăсене пăхăнмалла. Кăмакасене хĕрсе кайма памалла мар. Кăмакасенчи температура (топливник) 1000-рен те иртме пултарать, тĕтĕм çулĕнче - 600-тен те иртет. Çакă çунакан материалтан та, кăмакан стени хулăнăшĕнчен те килет.

Вут-çулăм кăмакари çурăк вырăнсем урлă та алхасма пултарать. Çавăнпа та кăмака купалас ĕçе специалиста шанмалла. Хутса ăшăтмали тапхăр пуçланиччен кăмакасен юсавлăхне тĕрĕслени те ытлашши пулмĕ. Тĕтĕм пăрăхĕсене тата кăмака стенисене шуратмалла, тĕтĕм çулĕсене хăрăмран тасатмалла, кăмака алăкĕ патне тимĕр татки сармалла. Хутнă кăмакана тимлĕхсĕр хăварма, çак ĕçе ачасене шанма кирлĕ мар. Кăмакана вут илтернĕ чухне бензинпа, краççынпа тата çăмăл вут илме пултаракан ытти хутăшсемпе усă курма юрамасть. Çунса пĕтнĕ кĕле те çурт çывăхĕнче хăварма кирлĕ мар.

Хисеплĕ граждансем, кăмакасемпе асăрхануллă пулăр, вĕсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăрăр.

Алексей ЯРАБАЕВ, пушар асăрхавĕпе профилактика пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6