Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çул юсаççĕ, пĕве тасатаççĕ...

Категория: Общество Опубликовано: 02.07.2021, 10:46 Просмотров: 24867

Ялта пурăнакансен пурнăçне хуларисенчен кая мар хăтлă тума пулăшас тесе республикăра, çав шутра пирĕн районта та, тĕллевлĕн ĕçлеме тăрăшаççĕ. Кунта вырăнта пурăнакансен пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ бюджетпа усă курни пысăк пулăшу кỹрет. Юлашки çулсенче районта кун евĕр чылай проект пурнăçа кĕчĕ. Кăçал та пурĕ 61698,9 пин тенкĕлĕх 77 проект пурнăçлама палăртнă.

Июнĕн 28-мĕшĕ тĕлне 77-рен 41 проекчĕ тĕлĕшпе муниципаллă контрактсене алă пуснă, пĕринпе аукцион пулассине пĕлтернĕ, 35-шĕпе тỹрĕ килĕшỹсем тунă. Райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнери тунтикунччен пĕтĕмпе 9201,2 пин тенкĕлĕх 17 проект пурнăçланнă. Вĕсене асăнса тухар-ха.

sormovoprud. Пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе Сорăм тата Красный Яр ялĕсенчи пĕвесене тасатнă.

. Мучикассинчи Пĕчĕк тата Падинка урамĕсенчи, çавăн пекех Турханти Пантьăк урамĕнчи пĕвесене тасатнă, пирс вырнаçтарнă.

. Хĕрлĕ Чутай салин Пионер (ку урамри икĕ участокра), Çĕнĕ, Завод, Каркл Маркс урамĕсенчи çулсене щебень сарнă.

. Пухтанкассинчи Буденный урамĕнчи 1-мĕш çурт патĕнчен пуçласа 5-мĕш çурт таран çула щебень сарнă.

. Утаркассинчи пĕвене пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе тасатнă.

. Хватукасси ялĕнче стела, çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса палăк вырнаçтарнă.

. Питĕркассинчи çăва патне каякан çула щебень сарнă.dorogaPiterkino

. Яманкассинчи пĕвене тасатнă.

. Арайкассинчи çăва территорине хăтлăх кỹнĕ.

. Штанашри çăва патне каякан çула щебень сарнă.

. Штанашри пĕвене тасатнă.

Тепĕр 12 проектне çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртсе пĕтерĕç. Серенкасси, Калкасси, Пĕрремĕш Липовка, Шулю тата Ваçкаçырми ялĕсенчи пĕвесене пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе йĕркене кĕртмелле. Шĕмшеш тата Уйпуç ялĕсĕнчи çăва патне каякан çулсене юсамалла. Кунсăр пуçне Черемушки поселокĕнчи Вăрман урамĕнчи, Туктамăш ялĕнчи Пĕчĕк урам вĕçĕнчи çула юсамалла. Мучикассинчи Пĕчĕк тата Падинка урамĕсенчи, Кив Ирчемесри Арман, çавăн пекех Тĕп урамри 55-мĕш çуртран пуçласа 65 çурт таран çула та юсамалла. Иккĕмĕш Хурашашри çăва картине тытса тата çурт туса пĕтермелле. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6